ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ

27 августа 2011 г.

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Шкула кайма хатĕрленекенсемшĕн те, хатĕрлекенсемшĕн те халĕ хĕрÿ тапхăр. Парта хушшине пĕрремĕш хут ларакан ачасен ашшĕ-амăшне хумхантаракан ыйту та сахал мар.

Ÿсекен çамрăк ăрăва пур енлĕн аталанма условисем туса парасси — паянхи шкулăн тĕп тĕллевĕ. Ачан пĕлĕвĕ кăна мар, воспитанийĕ те тĕрĕс пулмалла. Çавăн чухне çеç вăл çынсемпе йĕркеллĕ хутшăнма, ыттисене юратма, хисеплеме, пурнăçа хаклама пултаракан пулса çитĕнет.

Юлашки вăхăтра вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен калаçнине час-часах илтме пулать. Çапах та тĕп вырăнта — пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн регион тытăмне тата професси вĕренĕвне çĕнетсе улăштарасси, шкулчченхи вĕренÿпе туллин тивĕçтересси тата пахалăхне лайăхлатасси. Çĕнни яланах хумхантарать, пăшăрхантарать: пĕрремĕш классене федерацин çĕнĕ стандарчĕсемпе вĕрентме пуçламалла, пур класра та эрнере физкультура урокĕ виççĕ пулмалла...

Паянхи лару-тăрупа, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарма Нĕркеç вăтам шкулĕн директорĕ Надежда Александровна Петрова килĕшрĕ.

— Пĕлÿ çурчĕ пирĕн пур енĕпе те хатĕр. Юсав ĕçĕсене вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Виçĕ ялтан ачасене турттаракан автобус паянах çула тухма юрăхлă.

Ку вĕренÿ çулĕнче парта хушшине 160 яхăн вĕренекен ларать. Вĕсенчен вун пĕрĕшне — пĕрремĕш классене — Галина Петровна Краснова пĕлÿ тĕнчине пуçласа илсе кĕрет. Вăл, чĕрĕк ĕмĕр ытла вĕрентÿ тытăмĕнче тăрăшаканскер, ăсталăхĕпе пултарулăхĕ енчен чăннипех «пиçсе çитнĕ» педагог.

Шкулта ачан вĕренес туртăмне ÿстерме пулăшакан условисем тумалла. Федераци патшалăх çĕнĕ вĕрентÿ стандартне те çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçе кĕртеççĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш класс ачисене унпа килĕшÿллĕн вĕрентме пуçлатпăр. Галина Петровна çак çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хатĕр. Вăл Шупашкара семинарсене кайса çÿрерĕ, нумай методика литературипе, ĕçтешĕсен паха опычĕпе паллашрĕ.

Ачасене тарăн пĕлÿ пама пулăшакан тепĕр май — педагогăн автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ. Урăхла каласан, вĕренÿ пÿлĕмĕнче компьютер, проектор тата хальхи йышши ытти оборудовани пулмалла.

1—11-мĕш классенче вĕренекенсемшĕн физкультурăпа тепĕр сехет (урок) хутшăнать. Кăна хусканулăх хастарлăхне ÿстерес тĕллевпе тунă. Занятисене инноваци методикисемпе тата физвоспитани технологийĕсемпе, чи лайăх физкультура учителĕсен автор методикисемпе усă курса йĕркелеме палăртнă. Çавна май физкультура урокĕ вырăнне аэробика, ритмика, ишев занятийĕсем, спорт вăййисем ирттерме пултараççĕ. Унсăр пуçне вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш кунĕнченех республикăра ача-пăчана сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалли «Эпĕ ишме пĕлетĕп» тата «Ташлакан шкул» проектсем старта тухаççĕ.

Çак асăннă çĕнĕлĕхсем ачасемшĕн йывăрлăхсем кăларса тăратмĕç.

Халĕ эпир педагогсемпе федерацин «Вĕренÿ çинчен» саккунĕн проектне сÿтсе яватпăр, патшалăхăн вĕрентÿ сферинчи политикипе килĕшÿллĕн ÿсĕм тĕллевĕсене палăртатпăр,— терĕ Надежда Александровна.

Н.А.Петрова директор должноçĕнче виççĕмĕш çул çеç вăй хурать. Апла пулин те пысăк яваплăха туйса пур ĕçе те пĕлсе вăхăтра, чунтан тăрăшса пурнăçлать. Ертÿçĕн вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене кăна мар, хуçалăх, финанс проблемисене те татса памалла. Тĕрлĕ хута, документа тишкересси те вăхăта нумай илет. Акă, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Санитарин çĕнĕ правилисемпе нормисем ĕçе кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш классене пĕлÿ парассине тапхăрпа йывăрлатса пырассипе пуçласа усă кураççĕ: авăн — юпа уйăхĕсенче — 35 минутлăх 3 урок, чÿк — раштав уйăхĕсенче — 35 минутлăх 4 урок, кăрлач — çу уйăхĕсенче — 45 минутлăх 4 урок.

Пĕрремĕш классен вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе отметкăсăр тытăм упранса юлать. Çĕнĕ правилăсенче палăртнă тăрăх, 10—11-мĕш классенче пилĕк кунлăхра 37 сехетрен ытла вĕрентмелле мар. Профиль вĕренĕвĕн те çак виçерен иртме юрамасть.

Пурлăх никĕсĕпе, ăна çирĕплетнипе, улăштарнипе çыхăннă ыйтусем те сахал мар.

Çĕнĕ çурт проектне хатĕрленĕ чухне шкулсенче халĕ спорт площадкисемпе футбол уйĕсем кăна мар, территорире кану зонисем те пулмалла. Кивĕ проектсемпе тунă çуртсенче те спорт залĕсен çумĕнче хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем, душсем, туалетсем тума тивет.

Çĕнĕ проектсенче вара медицина кабинечĕсем те палăртнă.

Паллах, çаксене пĕр кунта, пĕр самантра пурнăçа кĕртме май çук. Тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçланса йĕркеленсе пырĕç. Çĕнĕлĕхсенчен вара хăраса тăма кирлĕ мар. Вĕсем пире тата та тăрăшуллăрах, тимлĕрех, хастарлăрах пулма хистеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика