ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен ĕçне пысăк хак панă

04 мая 2011 г.

Чăваш наци библиотеки йĕркеленĕ «Кĕнекепе — халăхсен пĕр шухăшлăхĕ патне» фестивалĕн «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта 2009 çулта пичетленнĕ илемлĕ литература произведенийĕсенчен 126-шне тăратнă. Конкурса 400 ытла вулавăш хутшăннă. Специалистсем 8215 ыйтăм хутне пăхса тухнă, вулакансен формулярĕсене тишкернĕ. Кашни библиотека вырăнта юратса вулакан литературăн списокне, вулакансен сĕнĕвĕсене конкурсăн йĕркелÿ комитетне ярса панă. Ĕçсене çичĕ номинацире хакланă.

«Проза жанрĕнче чи лайăх вуланакан кĕнеке» номинацире пирĕн ентешĕн Геннадий Максимовăн «Çĕрĕллĕ хура кушак» кĕнеки çĕнтернĕ. Унпа мухтанатпăр, ăна малашне те творчествăлла çитĕнÿсем сунатпăр.

Пирĕн районта çуралса ÿснĕ чăваш халăх писателĕн, хаçат редакторĕнче чылай çул тăрăшнă Л.Таллеровăн «Савнă Самиле» кĕнекине 2023 вулакан пĕр саслă пулса «Ял пурнăçĕ çинчен çырнă чи лайăх кĕнеке» çĕнĕ номинацире палăртни те пĕлтерĕшлĕ. 82 çулти çыравçăн пултарулăхне тивĕçлипе хакланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика