ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кипеçсен сырĕ – чи тутли

29 сентября 2010 г.

Сентябрĕн 21—23-мĕшĕсенче Адлер хулинче Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ пулнă. Вăл «Сĕтĕн тата унран тунă продуктсен пахалăхне ÿстересси — наци сывлăхĕн никĕсĕ» ятпа иртнĕ. Унта «Сĕт продукчĕсем — 2010» смотр-конкурс та йĕркеленĕ. Çавăнта Çĕнĕ Кипеç ялĕнчи В.С.Агамирян уйрăм предпринимателĕн «Изамбаевский» сĕт завочĕ те хутшăннă. Вĕсем 6 тĕслĕ сыр тата пĕр сорт брынза илсе кайнă. Жюри членĕсем çĕнĕкипеçсен çимĕçне тивĕçлипех хакланă — предприятие «Чи лайăх сĕт продукцийĕшĕн» номинацире ылтăн медаль парса чысланă.

Çакна та палăртса хăвармалла: смотр-конкурса Раççейри 320 завод хутшăннă, вĕсем 680 тĕслĕ сĕт продукцийĕ кăтартнă. Пирĕн районтан кайнă предприятие смотр-конкурсăн Дипломĕпе наградăланă, тĕп бухгалтера Р.М.Арифуллина тата Т.В.Иванова лаборанта «Производство аталанăвне тÿпе хывнăшăн» номинацире чысланă.

2009 çулта Адлерта иртнĕ çакнашкал конкурсра В.С.Агамирян уйрăм предприниматель Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин «Чи лайăх сĕт продукцийĕшĕн» номинацире кĕмĕл медальне тивĕçнĕччĕ.

В.С.Агамирян сыр туса кăларас енĕпе 1999 çултанпа ĕçлет. Тĕп ассортимент – тăварлă тата çемçе сырсем. Хальхи вăхăтра çак продукцин 13 тĕсне тăваççĕ. 2009 çулта предприяти 854,6 тонна продукци кăларнă. Туянакансем Çĕнĕ Кипеç сырне ÿсен-тăран хутăшĕсем хушманнипе килĕштереççĕ. Тĕп телевиденин пĕрремĕш каналĕпе 2010 çулхи майăн 14-мĕшĕнче кăтартнă «Контрольная закупка» передачăра шăпах вĕсен «Адыгейский» сырĕ çĕнтерÿçĕ пулнă.

«Изамбаевский» предприяти сĕте Комсомольски, Патăрьел районĕсенчи килти хушма хуçалăхсенчен, çавăн пекех çÿлерех асăннă икĕ районти тата Елчĕк тăрăхĕнчи ял хуçалăх кооперативĕсенчен туянать. Хамăр районти «Урожай», «Труд», «Дружба», «Луч», «Искра», «Сюрбеево» тата «Дубовка» хуçалăхсемпе чылайранпа ăнăçлă ĕçлет.

Хатĕр продукцие Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Мускаври, Перьмри, Самарăри, Набережные Челныри, Хусанпа Ульяновскри, Чулхулари магазинсене ăсатаççĕ.

Паянхи кун предприятире 59 çын вăй хурать. «Продукци пахалăхĕн вăрттăнлăхĕ — таса сĕтре, заводăн ăнăçлăхĕ вара — коллективăн туслăхĕнче тата ĕçченлĕхĕнче»,— тет Вадим Агамирян.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика