ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй илес шанчăкпа

20 марта 2010 г.

«Изамбаево» ял хуçалăх кооперативĕ хăй вăхăтĕнче ăнăçлă ĕçлекен хуçалăхсен йышĕнче пулнă. Шел те, паянхи куна хуçалăхра лару-тăру аванах мар. Кунта выльăх-чĕрлĕх отрасльне вăй илтерме чылай укçа-тенкĕ кирлĕ. Çакна хуçалăх ертÿçи Н.И.Иванов та, специалистсем те, ĕçченсем те лайăх пĕлеççĕ. Отчетлă пухура нумай-нумай ыйтăва сÿтсе яврĕç. Тĕп агроном Н.Васильев, В.Герасимов зоотехник, Т.Шалина тĕп бухгалтер хăйсен ĕçĕсемпе туллин паллаштарчĕç. Вăл е ку отрасльти кăтартусене тишкерчĕç, ĕçченсем те тухса калаçрĕç. Иртнĕ çул хуçалăхра тыр пул тухăçлă çитĕннĕ теме çук, ăна кашни гектартан вăтамран 23,5 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Çĕр улмин тухăçне ÿстерме вĕсем пĕлтĕр элита вăрлăх туяннă. Кăçал çак тĕллеве пурнăçласа «иккĕмĕш çăкăра» 30 гектар çинче çитĕнтерме палăртаççĕ. «Пысăк тухăç илес тесессĕн, çĕре минераллă удобренисем пани вырăнлă. Çум курăкран тасатма гербицидсене вăхăтра сапмалла. Вĕсем валли те сахал мар укçа-тенкĕ тăкакларăмăр»,— пĕлтерчĕ Н.Васильев агроном.

Выльăх-чĕрлĕх енĕпе кунта чăннипех те лару-тăру япăх. Тĕрлĕ сăлтава пула ĕнесене кăçал пач пĕтернĕ. Вĕсенчен тупăш кĕмест-мĕн. Ял çыннисем мĕншĕн пĕтернине пĕлесшĕн пулчĕç. «Витесем кивĕ, кунта пур оборудование те улăштармалла. Сĕт парса тупăш кураймарăмăр, тăкакĕсем ытларах, çавăнпа та çакăн пек йышăну тума тиврĕ те. Вăй илсе ĕçлесе кайсан, тен, çĕнĕ ферма тăвăпăр»,— терĕ Н.Васильев.

Тĕлĕнмелле те пек, хуçалăхра паянхи куна 25 çын çеç ĕçлет. Вĕсем акана вăхăтра ирттерме планлаççĕ. Ĕç укçине илес пулсан, кунта уйăхри вăтам ĕç укçи 7450 тенкĕпе танлашать.

Отчетлă пухура район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Минетуллин, агропромышленноç ĕçченĕсен районти профсоюз комитечĕн председателĕ Ю.Тимофеев тухса калаçрĕç. Нумай-нумай ыйтăва сÿтсе яврĕç вĕсем.

Çĕнĕкипеçсен пуçа усмасăр малалла тинкерме шанчăк пур-ха. Хуçалăха ура çине тăратас тесе, çак ялта çуралса ÿснĕ ентеш, А.Ф.Иванов чылай тăрăшать. Вăл кăçал та пулăшу кÿме хатĕр, ял çыннисем ĕçлеччĕр çеç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика