ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр ячĕпе – турнир

17 марта 2010 г.

Нĕркеçсем мухтава тивĕçнĕ ентешĕсене манмаççĕ. Акă, Совет Союзĕн Геройне, Г.Н. Чернова асра тытса Нĕркеçре волейбол турнирне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл 16-мĕш хут иртрĕ. Ăмăртăва таврари районсенчен çеç мар, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен те килеççĕ. Кăçал вара Елчĕк, Шупашкар, Вăрнар, Комсомольски районĕсенчи командăсем вăйă площадкинче тупăшрĕç. Савăнăçлă мероприятие спорт ветеранĕсем А.Волков, В. Гладков хутшăнчĕç. Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов, Нĕркеç вăтам шкулĕн директорĕ Н.Петрова спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

Чи малтанах Нĕркеç ялĕн командипе курнавăшсем (Елчĕк районĕ) вăйă площадкине тухрĕç. Кунта нĕркеçсем маттуртарах пулчĕç, 2:0 шутпа çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăна çĕнсе илессишĕн те хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Александровкăсемпе комсомольскисем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕç. Вăйăра каçалсем пурпĕрех çĕнтерчĕç.

Финалта, кашни çул тенĕ пекех, вăрнарсемпе нĕркеçсем вăй виçрĕç. Тупăшу чăннипех те хĕрÿ пулчĕ. Курма килнисем тата еплерех алă çупса хавхалантарчĕç. Вăйă 2:1 шутпа вĕçленчĕ, нĕркеçсем çĕнтерĕве алран вĕçертмерĕç.

Спортсменсене парнесем, Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме «Госсорткомиссия» патшалăх учрежденийĕ, Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн администрацийĕ, Нĕркеç вăтам шкулĕ, Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕ пулăшнă. Вĕсем тăрăшнипе çак кун спортсменсене тÿлевсĕр вĕри апат çитернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика