06 февраля 2010 г.
Вĕренни, пĕлÿ илни мултан та хаклăрах пулнине асрах тытаççĕ Нĕркеçсем. Мĕн тетĕр, асăннă ялти шкул Комсомольски районĕнче чи лайăххисенчен пĕри.
Вĕренÿре те, юрă-ташăра та, спортра та маттур: районта, республикăра иртекен конкурссемпе олимпиадăсене, ăмăртусене хутшăнса тăтăш çĕнтереççĕ. Нĕркеçри вăтам шкул учительсен йышĕнче арçын нумаййипе те палăрса тăрать.
Паллă çыравçăсем тухнă чăваш ялĕнчи вĕрентекенсем тăван чĕлхепе тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Надежда Ефремова вĕрентекен, сăмахран, çак ĕçре чĕрĕк ĕмĕр. Маларах вăл Çĕнĕ Кипеç шкулĕнче вăй хунă. 15 çул каялла тăван ялĕнчи шкула куçнă. Ĕçри хастарлăхпа пуçарулăхшăн ăна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.
“Вĕрентекен çулталăкне хĕпĕртесе кĕтсе илтĕмĕр. Пире вăл тата та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать. Учитель ят-сумĕ ÿсессе шанатпăр”, - пытармарĕ Надежда Кронидтовна.
Надежда Ефремова - шкулти чи пысăк класс /22 ача/ ертÿçи. Кăçал хăйĕн вĕренекенĕсемпе “Чи класснăй класс” районти конкурса та хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ вĕсемшĕн ăнăçлă пуласса пĕрре те иккĕленмеççĕ. Сăмах май, республикăра иртекен “Чăваш çăлтăрĕ”, “Çеçпĕл кăвайчĕсем” конкурссенче те Н.Ефремовăн вĕренекенĕсем малти вырăнсене йышăннă.
Апла тăк Нĕркеç пултаруллă çынсен сăпки пулма пăрахман-ха.
Источник: "Хыпар"