ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă малашлăх пирки ĕмĕтленет

18 ноября 2009 г.

Сергей Петров пултарулăхĕ пирки пĕрре мар илтнĕ. Вăл обществăлла ĕçре те, вĕренÿре те чи хастаррисенчен пĕри. Нумай конкурсра çĕнтерĕве тивĕçнĕ Сергей. Вăл çакăнпа çеç чарăнса лармасть, татах та малалла ăнтăлать. Пултаруллă вĕренекен кăçал Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. Ăна çулсеренех вĕренÿри маттур 25 ачана çеç параççĕ. Анлă тавракурăмлă каччăпа калаçма та интереслĕ пулчĕ.

— Сергей, шкулта вĕренÿре ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех, нумай-нумай конкурса хутшăнатăн. Вăхăт епле тупатăн?

— Майне пĕлсен вĕренме те, конкурссене хутшăнма та вăхăт тупма пулать. Кунта вăрттăнлăх çук. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнса хамăн ăсталăха, пĕлĕве çеç ÿстеретĕп. Нумай-нумай пултаруллă çынпа паллашатăп. Вĕсенчен çĕннине вĕренетĕп.

— Эпĕ пĕлетĕп, эсĕ юрлама та кăмăллатăн. Çак ăсталăх ăçтан?

— Юрлама пĕчĕкренех юрататăп. Шкулта пĕр уяв та мансăр иртмест. Районти тĕрлĕ фестивальсене те яланах хутшăнма вăхăт тупатăп. Пуçласа 2005 çулта Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнине халалланă «Чăваш Ен чечекĕсем» ачасен пултарулăхĕн 5-мĕш фестивальне хутшăннăччĕ. Унтанпа вара тата ытти нумай-нумай конкурса çул тытнă. Çĕнтерÿсем те пулнă. Вĕсене паянхи кун пек астăватăп. «Шăпчăк сасси» фестивальте пĕрре мар çĕнтернĕ. Юрă — чун киленĕçĕ. Вăл Турă панă талант пулĕ. Анне те, шăллăм та юрлама кăмăллаççĕ. Виçсĕмĕр те сцена çине тухса курнă.

— Республика шайĕнче иртекен конкурссене те хутшăнатăн, шиклентермест-и?

— Шикленсен килтен те тухмалла мар. Ăсталăхпа мĕншĕн паллаштарас мар? «Янăравлă ачалăх» республикăри фестиваль-конкурсра 3-мĕш вырăн йышшăнни те пысăк çитĕнÿсенчен пĕри. «Ачалăх адресĕ — Раççей» Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсĕнче «Музыка: вокал» номинацире 2-мĕш вырăна алран вĕçертмерĕм, тĕплĕн хатĕрленнĕччĕ. Кун пек конкурссем татах та пулнă, пулĕç те.

— Пушă вăхăта епле ирттеретĕн?

— Вăл сахал. Апла пулин те спортпа туслă. Волейболла, футболла, хоккейла выляма кăмăллатăп. Спортзала çÿреме килĕшет. Спортпа туслашни çамрăксен сывлăхне çирĕплетет. Çакна эпĕ те, юлташсем те лайăх пĕлетпĕр.

— Сергей, вăрттăнлăх мар пулсан, кам пулма ĕмĕтленетĕн?

— Шутламалăх вăхăт пур. Килĕшекен профессинех суйласа илесчĕ.

— Пурнăçра кама тата мĕне юрататăн?

— Хамăн çемьене чунтан юрататăп, сума сăватăп. Çут çанталăк илемĕпе киленетĕп. Курса çÿреме, тĕрлĕ хулапа паллашма килĕшет. Пурне те пĕлес, курас килет. Çак ыйту канăç паманнипех нумай-нумай хаçат-журнал, кĕнеке вулатăп.

— Сергей, хăш предметсем çăмăллăнах парăнаççĕ сана?

— Кашни шкул ачин вĕренÿ программине ĕлкĕрсе пымаллах. Анчах та вĕренейменнисем те пур çав. Эпĕ вĕсене яланах пулăшса пыма тăрăшатăп. Ытларах математика, вырăс, акăлчан чĕлхи предмечĕсене килĕштеретĕп. Вĕсене алла илме çăмăлрах. Ыттисемпе нумайрах ларни кирлĕ. Тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнни те пĕлÿ шайне ÿстерет.

Пултаруллă та маттур каччă вĕренет Нĕркеç вăтам шкулĕнче. Вăл тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене, олимпиадăсене хутшăнса шкул чысне çÿлте тытать. Унпа ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем мухтанаççĕ. Сергейĕн малашлăхĕ çутă та пысăк пуласси иккĕлентермест.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика