ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ăрушăн суйлав пĕлтерĕшлĕ

24 октября 2009 г.

Ачасен вĕренÿре вăхăтра ĕлкĕрсе пынипе çеç лăпланса лармалла мар. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçе те, конкурссене те хутшăнни паха. Вĕсенче хăвăн пĕлÿ шайне ÿстерме те, паха опыт пухма та май пур. Акă, нумаях пулмасть эпир, «Черное и белое» команда, Патăрьел районĕнче йĕркеленĕ «Выборы — это важно» республикăри вĕрентÿ проектне хутшăнтăмăр.

Команда капитанĕ Л.Г.Галкина (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн педагогĕ), Р.Дубкова (11 класс), М.Петрова, А.Кольцов, (10 класс), С.Петров, К.Кириллов (9 класс), Л.Крысова (8 класс) вĕренекенсем ятарлă проект хатĕрлерĕмĕр. Килте визитка, музыка конкурсĕ хатĕрлеме тиврĕ. «Выборы – это важно» стена хаçачĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

Хуçасем те, Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ. Районти территори суйлав комиссийĕн членĕсем те пире хавхалантарсах пычĕç.

Жюри членĕсем, Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн ĕçченĕсем, командăсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕн команда 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Эпир, диплома тата DVD-проигрывателе тивĕçрĕмĕр. Проекта хатĕрлеме пулăшнă педагогсен те тÿпи пысăк. Надежда Александровна Петрова, Вера Васильевна Петрова пире пур ĕçре те пулăшсах пычĕç, çĕнĕ шухăшсем пачĕç. Пирĕн туслă команда малашне те ытти нумай-нумай конкурса, мероприятие хутшăнма хатĕр. Эпир яланах шыравра.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика