ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ваттисен кунĕнче

22 октября 2009 г.

Хирти Сĕнтĕр ял поселенине кĕрекен Нĕркеçпе Янкасси ялĕсенче пурăнакан ватă çынсен уявне октябрĕн 15-мĕшĕнче ирттерчĕç. Ăна питĕ тăрăшса хатĕрленни палăрчĕ. Нĕркеçпе Янкассинче пурăнакан 100-е яхăн ватă пуçтарăнчĕ. Ăна Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов уçрĕ. Чи малтанах Хирти Сĕнтĕр ял поселенине кĕрекен клубсенче ĕçлекен культура ĕçченĕсем чаплă концерт парса пухăннă ватăсен кăмăлĕсене çĕклерĕç. Концертра Е.Волкова, Н.Герасимова, А.Можаева, О.Александрова, В.Абукова, А.Комарова уçă сассипе савăнтарчĕç. Вĕсене П.Иванов баян каласа ертсе пычĕ.

Уяв ячĕпе чи малтан Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов сăмах каларĕ, ăшшăн саламларĕ, ветерансен совечĕн председателĕ В.Герасимов, район представителĕ Н.Максимов уяв ячĕпе саламларĕç. Г.Гладков ватăсен пурнăçĕ çинчен, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ сĕнÿсем пулчĕç. Ветерансен совечĕн председателĕ пулма В.Герасимовах суйласа хăварчĕç.

Çак уяв кунĕсенче Н.Захарова 93 çул, К.Петровăна 82 çул тултарнипе ăшшăн саламларĕç. Уява хатĕрленсе чаплă сĕтел хатĕрленĕ. Ватăсем юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç.

Ăна йĕркелекенсене чунтан тав туса ветерансем килĕсене кăмăллăн саланчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика