17 октября 2009 г.
«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса Нĕркеç вăтам шкулĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Акă, нумаях пулмасть 5—11-мĕш классенче вĕренекенсем эстафета чупса ăмăртрĕç. Чи маттуррисем 6, 9, 11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем пулчĕç.
Шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ Р.Жукова ачасемпе калаçу йĕркелени те пысăк витĕм кÿчĕ. Шкулта япăх çемьесенче пурăнакан ачасем те пур. Çак тĕллевпех вĕрентекенсем вĕсем патне çитсе, пурнăç условийĕсемпе паллашнă, çитменлĕхсене палăртнă.
Татах та тĕрлĕ мероприятисем ирттерме палăртаççĕ. Шкулти ачасем унта хастар хутшăнассинче пĕрре те иккеленÿ çук.
Источник: "Каçал Ен"