ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПРОФИЛАКТИКА КУНĔ ИРТНĔ

25 июля 2009 г.

Июлĕн 21-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче профилактика Совечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта малтан районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ А.Марин тухса калаçрĕ, оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пухăннисен умне Нĕркеç вăтам шкул директорĕ Н.Петрова тухса калаçрĕ. Çак ларура Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов, район прокурорĕн çумĕ Е. Илларионов, Хирти Сĕнтĕр культура çурчĕн ертÿçи В.Комарова, районти профилактика комиссийĕн секретарĕ З.Мельникова, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси секретарĕ Л.Пушкина тата ыттисем те тухса калаçрĕç.

Каярахпа вара комисси членĕсем ял поселенийĕнче шутра тăракан ăнăçсăр 5 çемьене çитсе курчĕç, пурăнмалли условисемпе паллашрĕç. Çитсе курнă çемьесенче ашшĕ-амăшĕсем ĕçкĕпе иртĕхнине пула тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани паманнине палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика