ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЕНТЕШĔН ПĔРРЕМĔШ КĔНЕКИ ТУХРĔ

25 марта 2009 г.

«Талантсăр мар Кĕтне таврашĕ!» тесе калассăм килет В.Кириллован тин çеç тухнă «Савăнăç куççулĕ» кĕнекипе паллашнă хыççăн. Вăл — пирĕн ентеш, Нĕркеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1982—1986 çулсенче «Октябрь ялавĕ» хаçатра корреспондентра ĕçленĕ. Валентина халь Елчĕк районĕнчи «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕнче ĕçлет, çырусен пайĕн редакторĕ, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ. Валентина Алексеевна ытларах мораль темипе çыхăннă статьясемпе калавсем çырма кăмăллать. Вĕсене вулакансем юратса йышăнаççĕ. Автор пурнăçа, хайлавсен сюжечĕсене кăсăклантармалла йĕркелеме пĕлет. Çавăнпах вĕсем чĕрене пырса тивеççĕ, ăса вĕрентеççĕ, чылай чухне персонажсене хĕрхеннипе куççуль те тухать. В.Кириллова хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавсене кĕртнĕ. Ытларах ялти хĕрарăмăн шăпи сăнланнă вĕсенче. Юрату та, ырату та, чăн-чăн туслăх та пур кунта. Çав вăхăтрах ĕçке-çике пула чипер çемьесемех арканни, ачасем тăлăха юлни, чурăслăха пула çамрăк чунсем аманса юлни — çаксем пурте паянхи пурнăçри ÿкерчĕксем. Пурнăçранах илнĕ сюжетсене, пĕрне те шутласа кăларман.

Мартăн 20-мĕшĕнче Нĕркеçри культура çуртĕнче «Савăнăç куççулĕ» кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Ăна сÿтсе явма учительсем, ялти хĕрарăмсем, культура ĕçченĕсем пухăннă. Çĕнĕ издание хакласа Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕсем Л.Иванова, И.Кириллова, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Шуряшкина, «Елчĕк ен» хаçат корреспонденчĕ Е.Петрова, Елчĕкри краеведени музейĕн ертÿçи В.Вастулова тухса калаçрĕç. Вĕсем автора творчество ĕçĕнче малашне те çитĕнÿсем туса пыма сунчĕç. Иван Шурбинпа Вера Панкратова, шкул ачисем пухăннисене юрăсемпе савăнтарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика