ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУЛЬТУРА ÇУРЧĔ ÇĔНЕЛЕТ

17 сентября 2008 г.

Ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе юлашки вăхăтра чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Модельлĕ библиотекăсем, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем уçнишĕн те вĕсем тем пекех хĕпĕртерĕç. Халĕ библиотекăсенче Интернетпа та çăмăллăнах усă курма май пур. Унпа пĕрлех ялсенче тĕрлĕ магазинсем ĕçленин паха енĕсем те сахал мар. Уйрăмах вара çамрăксемшĕн культура çурчĕ пурри савăнăç. Кунта кану вăхăтне ирттерме лайăх-çке. Çамрăксене савăнма пур услови пулмалла тесе шутлаççĕ вырăнта ĕçлекенсем. Акă, Нĕркеç ялĕнчи культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Кунта фойене, пỹлĕмсене юсаса çĕнетеççĕ. Çĕнĕ сăн кĕртеççĕ. Ку енĕпе районти юсавпа строительство участокĕн ĕçченĕсем вăй хураççĕ. Палăртнине вĕсем çитес вăхăтра вĕçлеççĕ те. Апла пулсассăн малашне кунта хăтлă та таса, илемлĕ пулĕ. Çамрăксем культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика