15 марта 2008 г.
Юлашки çулсенче ял библиотекисем пуянланса, илемленсе пыраççĕ. Аслă Çĕрпỹел ял библиотеки пирки те çавнах каламалла. Асăннă ял поселени-йĕнче пурăнакан 1,5 пин çыннăн ыйтăвне пĕр библиотека тивĕçтерет. Вулакансем йышлă. Ялта пурăнакансен 70 проценчĕ пирĕн пата çỹрет. Тĕрлĕрен хаçат-журнал, электронлă изданисем, çĕнĕ кĕнекесем вĕсемшĕн чăн-чăн чун "апачĕ". Ачасене уйрăмах компьютер интереслентерет. Ял çыннисен тавра курăмне ỹстерес, кĕнекесем патне туртăнма хавхалантарас тĕлĕшпе тăтăшах выставкăсем, интереслĕ мероприятисем йĕркелетпĕр, унта çынсене ытларах явăçтарас тесе тăрăшатпăр. 2008 çула Раççейре -- Çемье, Чăваш Енре Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Çак темăсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Литература каçĕсене, диспутсене вулакансен кăмăлне каймалла ирттеретпĕр. Акă, "Çемье - патшалăх тĕрекĕ" стенда тăтăшах çĕнетсе тăратпăр. Нумай вăхăт вăл е ку кĕнеке унта тăни вулакансен интересне чакарать. Шкул ачисемпе яланах тачă çыхăну тытатпăр. Нумаях пулмасть "Ыркăмăллăх страници" тематика каçĕ ирттертĕмĕр. Аслă классенче вĕренекенсемпе "Чудо - имя которому книга" библиотека урокĕ, 8-мĕш класпа "Символика нашего государства" викторина йĕркелерĕмĕр. Кĕçĕннисем "Эпир юмах вулатпăр" мероприятие хаваспах хутшăнчĕç. Кунсăр пуçне утренниксем, кĕнеке вулавĕсем, конференцисем те пулсах тăраççĕ. Чăвашсен паллă çыравçисемпе çыхăнтарса та тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Хамăр ентеш Хветĕр Агивер 65 çул тултарнă ятпа ирттернĕ каçа Аслă Çĕрпỹел пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче, çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем питĕ хастар хутшăнчĕç. Митта Ваçлейĕ ячĕпе те тематикăлла каç пулчĕ. К.Иванов "Нарспи" поэмăна çырнăранпа 100 çул çитет. Çак вăхăтра ăна вуншар пин çын вуланă. Хăш-пĕр йĕркисем ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Çак ятпа та мероприяти ирттерес тĕллевлĕ. Чăн-чăн библиотека тусĕсене те каласа хăварас килет. Николай Наумов, Зинаида Акчурина, Ольга Родионова, Юрий Никитин кашни кун тенĕ пекех библиотекăна кĕрсе çỹреççĕ. Чăннипех те вĕсем кĕнеке тусĕсем. Вырăнти ертỹçĕсем пире ăнланма тăрăшаççĕ. Спонсорсем хаçат-журнал çырăнма, çĕнĕ кĕнекесем туянма пулăшаççĕ. Вĕсен ячĕсене ку статьяра асăнса та пĕтереймĕн. Çакă мар-и вара ыркăмăллăх туйăмĕ? Пĕр çыншăн çеç мар-çке, ял çыннисемшĕн, ачасемшĕн тăрăшаççĕ вĕсем.
Источник: "Каçал Ен"