16 февраля 2008 г.
Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи "Хĕвел" ача сачĕ 25 çулхи юбилейне ветерансем, выпускниксем, ашшĕ-амăшĕсем пуçтарăнчĕç. Уява ача сачĕн воспитателĕ А.Л.Родионова ертсе пычĕ. Г.Ф.Молокова заведующи "Хĕвел" ача сачĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çамрăк специалист направленипе ĕçлеме килнĕ пулнă, çавăнпа та кунти пурнăçа ал тупанĕ çинчи пек курса тăнă. Историе аса илес пулсан вара чи малтанах ача садне аслă пĕлỹллĕ, талантлă педагог, пултаруллă ертỹçĕ Т.П.Козлова хăй тавра ачасене юратакан çынсене пуçтарма пултарнă. "Хĕвел" ача сачĕ икĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Унта пурĕ 4 ушкăн йĕркеленĕ, 1-7 çулсенчи шăпăрлансем ача садне çỹренĕ. Ун чухне ĕç кунĕ 7 сехетрен пуçласа 19 сехетчен пулнă. Коллектив пур мероприятие те хастар хутшăннă, районта палăрса тăнă. 1986 çулта Г.Л.Ракчеевăна коллектива ертсе пыма шанаççĕ. Инкеке пула ертỹçĕ вăхăтлăх ĕçлеймест, çавна май Г.Ф.Молокова çамрăк специалиста ертỹçĕ пулма суйлаççĕ. Коллектив вырăнти йăла-йĕркесемпе усă курса ачасене воспитани парас енĕпе тăрăшса ĕçлет. Кунта вăй хуракансем обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ. Пурнăç кустăрми вара яланах пĕр тикĕссĕн шумасть. 90-мĕш çулсенчи йывăр вăхăт ача сачĕсене те пырса тиврĕ. Ĕçсĕр юлнă ашшĕ-амăшĕсем ачисене килте çеç воспитани пама пултараççĕ. Районти чылай ача сачĕ хупăнчĕ. "Хĕвелре" те пĕр ушкăн çеç тăрса юлчĕ. Пурнăç лайăх еннелле çаврăнасса ашшĕ-амăшĕсем яланах шаннă. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Г.Ракчеев "Хĕвеле" татах та çутатма май тупса парать. 2002 çулта районти пуçлăхсем 2 хутлă çурта 1 ушкăншăн тытса тăни тăкаклă пулнине ăнланаççĕ, унта больница уçма йышăнаççĕ. Ачасем валли шкулта вырăн тупаççĕ. Комсомоль-скинчи РСУ ĕçченĕсем тăрăшнипе кунти пỹлĕмсене юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Кĕрсе çỹреме ятарлă алăк та уçса панă. Çурт умне вылямалли площадка тăвасси тĕп тĕллев пулнă. Ашшĕ-амăшĕсем тăрăшнипе кĕске вăхăтрах кунта ярăнчăксем, тăвайккисем, кус-тăрмасенчен тунă фигурăсем, кирпĕчрен купаланă вĕр çĕнĕ веранда туса лартрĕç. Малашне пурнăçламалли ĕçсем татах та пур. Коллектив пĕчĕк сад, мини стадион тăвас ĕмĕтпе пурăнать. Уйрăмах ашшĕ-амăшĕсем май пултарнă таран пулăшнăшăн, ачисене коллектива шанса панăшăн тав сăмахне тивĕç. 25 çулта нумай воспитанник тухнă кунтан. Вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ енне саланнă. Апла пулин те тăтăшах килсе çỹреççĕ, тав сăмахĕ калаççĕ. Юлашки çулсенче ача садне çỹрес текенсен йышĕ ỹсет. Çакă савăнтарать те, пăшăрхантарать те. Мĕншĕн тесен пурин валли те вырăн çителĕксĕр. 2007 çулхи октябрь уйăхĕнче шкул çумĕнче вăхăтлăх çỹремелли ушкăн уçăлни те паха. Кунта 5-6 çулсенчи шăпăрлансем çỹреççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ыйтăвне тивĕçтерес тесе, ăна ача сачĕ пекех тума майсем те пур пулĕ тетпĕр. Уявра ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Г.Ракчеев, вĕрентỹ управленийĕн методисчĕ М.В.Иванова, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн директорĕ С.В.Антонова, районти ытти ача сачĕсен заведующи-йĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, кунта вăй хуракансем сăмах илчĕç, юбилей ячĕпе саламларĕç. "Хĕвеле" малашне те аталанса пыма ырлăх-сывлăх сунчĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç. Ачасем те айккинче юлмарĕç. Вĕсем сăвăсем каларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пĕр-пĕринпе тулли кĕрекере пухăнса ăшшăн калаçнине нимĕн те çитмест. Пурте хаваслă, хумхануллă самантсене аса илчĕç. Уява йĕркелеме пулăшнă спонсорсене: "Рубин плюс" магазина, "Ивушка" магазин хуçине О.А.Шемякинана тав тăватпăр. Ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр.
Источник: "Каçал Ен"