27 октября 2007 г.
Халăх пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе 2007 çулта тунă пысăк ĕçшĕн Раççей Федерацийĕн правительствин хушăвĕпе "Душа России" премие (100 пин тенкĕ) тивĕçнисене çирĕплетнĕ. Вĕсен шутĕнче - пирĕн ентеш, "Уяв" ансамбль ертỹçи, РФ культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова. 1984 çулта йĕркеленнĕ ансамбле пĕр улшăнмасăр вăл ертсе пырать. Ушкăна чăннипех те пултаруллисемпе пуçаруллисем пуçтарăннă. Юрă-ташă ăстисем - тĕрлĕ професси çыннисем. "Уявăн" репертуарĕнче хăна, туй, улах, салтак, вăйă юрисемпе такмакĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Ĕлĕкхи йăласемпе уявсене манăçа кăларас мар тесе З.Козлова чылай ĕç тăвать. Чăвашсем пурăнакан Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Ульяновск, Самара, Саратов облаçĕсенчи ялсене экспедицисене тăтăшах çỹресе нумай-нумай юрă çырса илет. Çапла майпа репертуар улшăнса, çĕнелсех пырать. "Уяв" ушкăна чăвашра пĕлмен çын çук та. Ун çумĕнче семинар-практикумсем, ăсталăхпа пултарулăх уявĕсем иртеççĕ. Ансамбль концерчĕсенче халăх яланах йышлă. Çакă вара чăваш халăхĕн пултарулăхĕпе, йăли-йĕркипе паллашма тỹрремĕнех май парать. Çавăнпа республикăра та, унăн тулашĕнче те çак ушкăна чи хаклă хăна пек йышăнаççĕ. Зинаида Козловăна сумлă премие тивĕçнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, татах та ăнăçусем сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"