Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăннипех тĕслĕх пултăр

27 апреля 2007 г.

Галина Витальевна Любимова Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи библиотекăра 37 çул вăй хурать. Вăхăтĕнче вăл культурăпа çут ĕç училищинче вокал уйрăмĕнче вĕреннĕ, юрă ăсталăхĕпе палăрса тăнă.  Анчах чире пула ăна тухтăрсем юрлама чарнă. Хĕр çапах культурăран уйрăлма шутламан, ялти вулавăша ĕçе вырнаçнă. Ĕмĕр юртти хăвăрт. Халĕ ав районта та ун пек нумай стажлисем юлмарĕç темелле.

Пĕлтĕр, чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче, библиотека  «тĕслĕх» ят илчĕ. Çавна май хитре кăтартмăша кĕнĕ çĕрех çакса хума ĕлкĕреймен пулсан та кунта ырă улшăну йĕркипех. Стенасемпе маччана çутă сăн кĕртакен сăрăпа сăрланă, сĕтел-пукана улăштарнă. Паллах, телевизор илсе лартнă, шĕвĕ кристалл экранлă компьютер, ытти техника пур. DVD-дисксене пăхма пулать. Вĕсем те çитмĕл те çичĕ тĕрлĕ. Мăнукĕсемпе йăпанса пурăнмалли çулсене пăхмасăр Галина Витальевна ăслă техникăна алла илес тĕллевпе Шупашкара вĕренме кайса килнĕ.  «Ĕнтĕ ватăлнă, вăхăтсем те иртнĕ теме пулĕ кун пек чухне. Анчах мĕн тăвăн? Библиотекарь ĕçĕнче формуляр çине ячĕпе номерне çырса кĕнеке парса лармалли ĕмĕр те кая юлчĕ çав. Теме те пĕлмелле халь, - çавăнпа ял истороийĕ пирки «тултарнă» материалсене компьютер «шăшийĕпе» шутаркаласа та пускаласа час тупайманнишĕн пăшăрханса та илчĕ ветеран. – Принтерта сăрă пĕтнĕрен ку яхăн ларайманччĕ. Вăт, манма та пуçланă…»

Ку чухнехи ачасем шутсăр пултаруллă. Хăйсемех кирлине шырама та, хут çине пичетлесе кăларма та пĕлеççĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем килсе хăйсене килĕшекен мультиксене, аслăраххисем хайхи «9-мĕш рота» евĕрлĕ фильмсене пăхма пултараççĕ. Пĕчĕккисем валли ятарлă кĕтес тунă, лутра саксем лартса панă. Унта – ача-пăча «тĕнчи». Çитĕннисене валли аслă зал пур. Кунта тирпейлĕн çĕлесе пыракан хаçат-журнал тĕркемĕсем, тĕрлĕ справка брошюрисем, стендсеи пур. Шаларах – вунă пин томран иртекен кĕнеке фончĕ. Тÿррипе калас тăк хăш-пĕр район центрĕнчи библиотекăран та кая мар. Шел те, хĕлле унăн усăллă лаптăкĕ самай чакать. Мĕшĕн тесен айсберга аса илтерекен ялти культура çуртне чылай çул ĕнтĕ хутса ăшăтмаççĕ. Тĕслĕх вулавăш вара шăпах çакăнта, иккĕмĕш хутра вырнаçнă. Хура кĕркунне çитсен тĕпеле иртмелли алăка хупма тивет. Юлнă пÿлĕмре те цементран хытарса тунă электтрисчество плитисем термометр юпине 10-12 градусран ытла çĕкленеймеççĕ. Чи çÿлли те вун пиллĕк кăна. Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне сарăлса вăрах лараймастăн. Мĕскĕн библиотекăрĕн çеç урана кăçатă тăхăнса, çурăм çине кĕрĕк уртса кун ирттерме тивет.

Тĕслĕх библиотекăсем пирки сăмах пуçарсан Комсомольски район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Василий Софронов çакна пĕлтерчĕ: юлашки икĕ-виçĕ çулта, райцентртине шутламасан, 13 ялта кĕнеке çурчĕсене тĕпрен çĕнетнĕ. Кăçал кунта çак ыйтăва пĕтĕмпех  хупма палăртаççĕ Республика кунĕччен ( вăл вара инçе те мар!) 7 ялта тĕслĕх библиотека уçмалла. Дубовка, Тăманлă Выçли  тата Çĕнĕ Мăрат ялĕсенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Кĕçех Хирти  Сĕнтĕрте, Тукай Мишерте пуçлаççĕ. Ыттисенче те тĕп ыйту татăлнă темелле. Унччен çулталăк ытла тăсăлнă ĕçе ултă уйăхра тума çăмăл мар пулин те Аслă Каçалсем çирĕп шухăшлă: «Палăртни пурнăçланатех!».

 Культура пайĕн ертÿçи республика Президенчĕ Н.Федоров, Правительство, çавăн пекех Культура министрерстви библиотекăсен шăпипе кăсăкланнăшăн питĕ кăмăллă. Библиотекăсене  «тĕслĕх» ят тивĕçиччен шалтан çеç мар, тултан та тирпей-илем кĕртеççĕ. Акă чылай çĕрте шыв антаракан тата ăшă тытман лаптак çуртсен тăррисене маччалллă туса улăштарнă, çулсемпе тротурасене юсанă. Çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтма май тупнă. Çаксем валли хальхаççăн çеç район тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсенчен сахалтан та икĕ миллион тенкĕ тăкакланă.

Аслă Каçал тăрăхĕнче ял библиотекисен шăпи, вĕсен паянхи кунĕ тата малашлăхĕ пирки тарăн шухăшланине тепĕр тĕслĕх те аван çирĕплетет. Чылай районта вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли саккунсене пурнăçлатпăр тесе мĕн пур вулавăша ял тăрăхĕсен балансĕ çине куçарчĕç. Халĕ мĕн пур ыйтăва вырăнта татса параççĕ, эсир те çапла ĕçлĕр тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Комсомольскинче вара унччен йĕркеленсе çитнĕ йĕркене пĕтĕмпех пăрахăçламан. Ĕлĕкхи централизациленĕ библиотека тытăмĕ вырăнне кунта ял тăрăхĕсен хушшинчи муниципалитетăн тĕп библиотеки туса хунă. Вăл малтанхи пекех библиотекарьсен ĕçне йĕркелесе пырать, методика енчен пулăшать, семинар-канашлу ирттерет. Района наци библиотекинчен е бибколлектортан ятса паракан кĕнекесене те ялти халăх йышне кура пайласа тăрать. Кун валли комплектаци пайне те хăварнă, ку çеç те мар, тата тепĕр çын хушса çирĕплетнĕ. Мĕн пур ĕç-пуçа  вара администрацин культура пайĕ йĕркелет. Пулăшать те. Мĕншĕн тесен вăл район пуçлăхне çывăх. Ял тăрăхĕсен администраторĕсем те аякра мар.

Паллах, пурте йĕркеллĕ тееймĕн. Йывăрлăхсем пирки Василий Софронович сăмах ваклама юратмасть пулин те  пытараймастăн вĕсене: курăнаççех, палăраççех. Маларах асăннă Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи «сивĕ» библиотекăнах аса илер. Кун пекки пĕр çак ялта пулсан темех марччĕ-ха тейĕпĕр. Шел те, раштавпа нарăс-кăрлачра ĕнтĕркесе ларакан библиотекарьсене урăх çĕрте та асăрхама пулать. Тĕлĕнмелли çук, республикăна  тата района пĕтĕмпех газификациленĕ тесе шавланă çĕртех çут çанталăк газĕпе кĕнекеçĕсем 11 çуртра кăна ăшăнаççĕ-ха. Ку çурри те çук. Апла тăк ĕçлемелли пайтах.

Тĕслĕх библиотекăсене оргтехникăпа тивĕçтерни пирки тăтăшах мухтанатпăр. Анчах вăл униче хапхинчен те малалла тухаймасть пулсан, усси сахал. Мĕншĕн тесен чылай çĕрте ăна Интернетпа çыхăнтарман. Унпа шала мĕн тултарнипе çеç паллашма юрать. Сăлтавĕ çакăнта:  библиотекăсене ахаль телефон линийĕсемпе те çыхăнтарман. Кун пек «пуянлăхпа» усă куракансене шутлама вара алăри пÿрнесем те çитеççĕ.

Чăн та, ку ыйту пирки тĕп хулара та аван тĕшмĕртеççĕ.  Районти тĕп библиотека директорĕ  Мария Макеева  пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарсем тăватă вулав çуртне кĕсье телефонĕ урлă тĕнчери «эрешмен картине» кĕртме шухăшлаççĕ. Анчах ăна хальлĕхе икĕ çĕрте кăна хута янă. Ку меслет те иккĕлентерет-ха: «Тÿлевĕпе татăлса пĕтейĕпĕр-ши?»

Библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе, уйрăмах чăвашла (хăш-пĕр ялта – тутарла) пичетлесе кăларнисемпе тивĕçтерес енĕпе те  пăшăрхантараканни пур.  «Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене пирĕн енче пурăнакансем черетпе вулаççĕ», - тет  кун пирки Галина Витальевна. Çукран ĕнтĕ çакă, сайра килнĕрен. Е тата пĕрререн çеç. Фонда пуянлатманран кĕнекесем кивелсе-çĕтĕлсе пĕтеççĕ. Çĕннине туянас - ял тăрăхĕсен кĕсйисем ялан çÿхе.

Хаçат-журнал пирки те çавнах каламалла. Культура пайĕ кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли библиотекăсем валли 10-15 кăларăмран кая мар çырăнма тĕллев лартнă. Мĕн ĕнтĕ вăл? Выçă çынна пĕчĕк татăк çăкăр пани кăна.  Хушсах каланă-ха: район хаçачĕ, «Хыпар»… Çав вăхăтрах ыттисем,  «Хыпарăн» пилĕк «ачи» тата? Мускавра тухаканнисене ял çынни сайра çырăнни те паллă. Килсе вулас, паллашас – çук вĕсем тĕслĕх библиотекăсенче те! Пĕтĕм хуравĕ – вырăнти ял тăрăхĕсенче. Унчченхи пек районтан шайлаштарс аçырăнтарса памалли вăхăтсем вара манăçаççĕ.

Паллах, Культура министерствине те, район администрацине те, ял  тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те ăнланма пулать. Анчах тĕслĕх библиотекăсем турăмăр тăк, шутне малалла та хăвăрт ÿстерсе пыратпăр тăк чăннипех те тĕслĕх илмелли вулав çурчĕсен шайне ларччăр тесен çак çитменлĕхсене пĕтермеллех. Вĕсем вара Комсомольскинче кăна мар, Патăрьелĕнче те, Тăвайĕнче те, Хĕрлĕ Чутайĕнче те пĕрешкел.

 

 

                                                                               

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика