04 февраля 2021 г.
Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннăранпа ку Олег Алексеевичшăн пĕрремĕш пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне яракан Çырупа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче паллаштарчĕ. Ăна тÿрремĕнех Чăваш наци телевиденийĕпе курма тата Чăваш ен наци радиовĕ, Тăван радио тÿрĕ эфирĕсенче итлеме май пулчĕ. Документра республикăн Правительствин, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен малашнехи çул-йĕрне, кăçал мĕнле ыйтусене ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çырăва хатĕрленĕ чух республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсене те шута илнĕ.
Халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси — хăйĕн сăмахне Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен влаçĕ-сен умĕнчи тĕп тĕллеве палăртнинчен пуçларĕ. Çак тĕллеве пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине хакламалли индикаторсене Владимир Путин Президентăн йышăнăвĕсем палăртаççĕ. Вĕсене тĕпе хурса наци проекчĕсене хатĕрленĕ. Республика пĕлтĕр социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çуллăх программине йышăнса саккунпах çирĕплетрĕ. Çавăн пекех 2035 çулчченхи аталану стратегине палăртнă. «Ĕçĕн уçăмлă планĕ пур», — терĕ Олег Алексеевич.
Халăх пĕрле вĕрсе хапха уçма пултарнине аса илтернĕ май вăл Чăваш Енре пурăнакансем вăрçă çулĕсенче Сăр тата Хусан енче окоп чавни çинчен каларĕ. Тĕлĕнмелле пысăк тата паттăр ĕç. «Эпир вара — çав çынсен тĕпкĕчĕсем, пĕрле пулсан эпир темĕнле пысăк ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр», — терĕ О.Николаев.
Пĕрлĕхе çирĕплетекенни — пуриншĕн те хаяр тĕрĕслев пулса тăнă пандеми. Паллах, унпа кĕрешес ĕçре чи малта — шурă халатлă çынсем. Васкавлă пулăшу чĕнесси кăна пĕлтĕр тăруках пилĕк хут ÿснĕ. «Çухатусем пур. Кашни вилĕм — пирĕншĕн пысăк çухату», — пăшăрханса каларĕ Чăваш Ен Ертÿçи. Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă май вăл пĕлтĕр çын вилесси нумай ÿснине каласа хăварчĕ: 3484 çын пурнăçран уйрăлнă. Çак вилĕмсен 45 проценчĕ коронавируспа çыхăннă. «Нумай çынна çухатрăмăр, анчах нумайăшне сиплесе сыватма пултартăмăр», — терĕ Олег Алексеевич.
2020 çул сывлăх сыхлавĕнчи йывăрлăхсене те уççăн кăтартса пачĕ. Çавăнпа та медицина тытăмне çĕнетес тесе пирĕн республикăра районсенчи больницăсене тĕпрен юсас, ялсемпе саласенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕклес ĕç хастар пурнăçланать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ пулăшнипе районсенчи 10 поликлиникăна юсаса çĕнĕ сăн-сăпат кĕртнĕ. Йывăр чирлĕ çынсене республикăн тĕп больницисене илсе çитерме санитари авиацине хута янă. Улатăрта тата Шупашкарта вертолет анса лармалли икĕ лапам тунă. Тĕп хулари ача-пăча инфекци стационарĕ валли хушма çурт çĕклесе хута янă. Анчах та ку пурпĕрех çителĕксĕр. Республикăра çĕнĕ технологисемпе сиплекен пысăк медицина комплексĕ тумалли пирки пĕрре кăна шутламан правительство ĕçченĕсем. Çак енĕпе çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин та пулăшу кÿме шантарнă. Çавна май кăçал «Ростех» патшалăх корпорацийĕ пулăшнипе республикăра нумай функциллĕ клиника больници тума пуçлаççĕ. Унпа çуммăн инфекци чирĕсене сиплекен корпус та пулĕ. Унсăр пуçне онкологи диспансерĕ валли хушма çурт çĕклесси пирки те пĕлтернĕ Олег Николаев. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне çĕнетес ĕç районти поликлиникăсене те пырса тивĕ. Улатăрта темиçе район çыннисене йышăнакан медицина центрĕ пулĕ, Канаш тата Муркаш районĕсенче çĕнĕ поликлиникăсем çĕклĕç. Вĕсене валли проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме пуçланă.
Чăваш Ен Ертÿçи регион экономикине мĕнле çул-йĕрпе аталантармаллине, çак тĕллевпе çитес çулсенче мĕнле ĕçсем туса ирттермеллине палăртрĕ. Кашни сферăри йывăрлăхсене уçăмлатрĕ, вĕсене мĕнле майпа татса парассине каласа кăтартрĕ.
Малашлăх пултаруллă кадрсенче пулнине те палăртрĕ регион Пуçлăхĕ. Кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сирессине вăл регионăн тĕллевлĕ саккасне ĕçе кĕртнинче курать. Шкулсенче профильлĕ классем те йĕркелени вырăнлă, экономикăра тата социаллă сферăра кирлĕ специальноçсемпе вĕренмешкĕн çамрăксене тĕллевлĕн йышăнмалла.
Олег Алексеевич социаллă çăмăллăхсен темине хускатнă май «вăрçă ачисен» статусне çирĕплетнине аса илтерчĕ. Малашне вара çак статусăн укçан виçекен енĕ те пулĕ, республика бюджетне пирвайхи хут тÿрлетÿ кĕртнĕ чухнех çакна шута илме хушрĕ. «Вăрçă ачисем» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленĕ чухне çăмăллăхсемпе усă курĕç.
Патшалăх Канашне янă Çырура кашни сферăна пырса тивекен ыйтусене хускатнипе пĕрлех, кашни тĕллеве пурнăçлама пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлени кирлĕ. Çакна мероприятие хутшăннисем те, курнисем те, итленисем те çирĕплетрĕç. Кашниех хăйĕн шухăшĕпе хавхаланса паллаштарчĕ.
Олег НИКОЛАЕВ:
Инкек пире пĕрлештерчĕ. Сывлăх сыхлавне пĕтĕм общество пулăшрĕ, çав шутра — медиксене тÿлевсĕр апатпа тивĕçтерни, волонтерсен пулăшăвĕ, тата ытти те…. Республикăра пурăнакан кашни çынна пулăшушăн тата лару-тăрăва ăнланнăшăн тав тăватăп.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.
Çырăва хаклаççĕ
Ремис МАНСУРОВ,
район пуçлăхĕ:
«Регион Пуçлăхĕ Çырура кашни сферăна пырса тивекен ыйтусене уçăмлатрĕ. Пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнипе пĕрлех çитес вăхăтра пурнăçламалли ĕç планĕ пирĕншĕн уçăмлă. 2020 çул сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемшĕн çăмăл килмерĕ. Коронавирус пандемийĕ сахал мар çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татрĕ, чылайăшĕ сывалчĕç. Малашне те çынсен сывлăхне çак усалтан сыхласа хăвармалли, республикăра ытти чирсенчен кирлĕ пек сипленмелли условисем тума палăртнă. Çырура пандеми йывăрлăхĕсене пăхмасăр республикăра сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕве, çынсене социаллă хÿтлĕх парассине, ял хуçалăхĕпе бизнеса тата ытти сферăна аталантармалли тĕллевсене те пайăрлатрĕ. Чăваш Ене аталантармалли ятарлă стратегипе килĕшÿллĕн республикăн социаллă тата экономикăлла аталанăвĕнче сулмаклă утăмсем тума палăртса хунă. Çакă, паллах, пире савăнтарать, çав вăхăтрах тăван ен пуласлăхĕшĕн çанă тавăрса ĕçлеме хистет. Пурте пĕрле тăрăшсан эпир çитĕнÿсем тăватпăрах».
Александр ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
«Чи малтанах Олег Николаев Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхĕ çинчен аса илчĕ. 2021 çула ĕç паттăрĕсене халаллани республикăра тата районта пурăнакансемшĕн паллă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм.
Çырура правительствăн, парламентăн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тĕп ĕçĕсене те палăртнă. Çав шутра: социаллă тÿлевсене кашни çулах индексацилесси, строительство, ача сачĕсене, шкулсене, спорт объекчĕсене тĕпрен юсасси, кластерлă аталану центрĕсем тăвасси, республикăн туризм брендне хатĕрлесси… Отрасльсенче цифровизаци тăвасси, чăваш чĕлхине аталантарасси çинчен те каланă.
Малашнехи аталану çинчен каласа Олег Алексеевич ял хуçалăх туса илекен продукцийĕпе малалла ĕçлемеллине палăртрĕ, уникаллă таварсем, çав шутра хăмла, çине ытларах тимлĕх уйăрма, çĕрулми туса илессине малалла аталантарма сĕнчĕ. Вăл çавăн пекех инициативлă пуçарулăх проекчĕсене кăçал та пулăшу кÿрессине палăртрĕ.
Республика ертÿçи лартнă тĕллевсем пурте вăхăтлă тесе шутлатăп. Çавăнпа та пирĕнтен кашнин вĕсене пурнăçа кĕртессине хăйĕн тÿпине хывма тăрăшмалла. Çак тĕллевсем пирĕн районта та ăнăçлăн пурнăçланасса шанатăп».
Павел ЗАЙЦЕВ,
ЧР хисеплĕ таврапĕлÿçи:
«Кăçалхи çул эпир Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çĕрте вăй хунă çынсен паттăрлăхне чыслатпăр, патшалăх лартнă тĕллеве пурнăçлас тесе хăйсен сывлăхне шеллемесĕр ырми-канми тăрăшнă çирĕп кăмăллă ĕççыннисене аса илсе вĕсем тунă ĕçсемпе тĕплĕн паллашатпăр. Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче çакна палăртмасăр хăвармарĕ. Эпир хăюллă та паттăр халăхăн ывăлĕ-хĕрĕсем пулнине, çавăнпа эпир те тĕллевсем патне йывăрлăхсенчен хăрамасăр ăнтăлнине çирĕплетрĕ вăл. Историе, хамăрăн несĕлсене асра тытса малалла ăнтăлсан эпир аталанма пултарăпăрах».
Источник: "Каçал Ен"