04 февраля 2020 г.
Январĕн 27-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Муза Яковлевна Северова 90 çул тултарчĕ.
Муза Хирти Шăхасан ялĕнче йышлă çемьере кун çути курнă. Çиччĕн пĕртăван ÿссе çитĕннĕ вĕсем. Çамрăклăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăн йывăр çулĕсенче иртнĕ. Шкулта та 7 класс çеç вĕренме тÿр килнĕ. Патăрьелĕнчи учительсем хатĕрлекен техникума вĕренме кĕрсен виçĕ уйăхран амăшĕ йывăр чирлесе ÿкет, çамрăк хĕр вĕренме пăрахса киле таврăнать.
Аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрманне те каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă.
1955 çулта Аслă Çĕрпÿел ялĕн каччипе Алексей Дмитриевич Северовпа çемье çавăрса пилĕк ача — тăватă хĕрпе пĕр ывăл — çуратса ÿстернĕ.
Муза аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Аслă вăрçă çулĕсенче тылра ĕçлесе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнăшăн 1946 çулта ăна медаль парса чысланă. Çавăн пекех юбилей медалĕсем те чылай унăн. Муза аппа нумай çул ырми-канми тăрăшса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Паянхи кун Муза аппа ывăлĕн çемйипе хăтлă çуртра пурăнать. Ăшпиллĕ те тарават кукамай-асаннене 8 мăнук тата вĕсен 15 ачи куç тулли савăнтараççĕ. Çак савăнăçлă та паллă кунпа Муза Яковлевнăна саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, ачисем, çывăх тăванĕсемпе кÿршисем пуçтарăнчĕç. Александр Николаевич Раççей Президенчĕ Владимир Путин янă салам çырăвне вуласа пачĕ, хаклă парне парса чысларĕ. «Муза Яковлевна, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăхăр ан хавшатăр, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр», — терĕ Геннадий Герольдович ватта саламласа.
Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи культура ĕçченĕсем юбиляра саламласа çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç. Паллă кун ватă çын хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, хăйне хисеплесе килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.
А.ИВАНОВ
АУ «Редакция Комсомольской районной газеты «Каçал ен» («Кошелеевский край»)
Источник: "Каçал Ен"