19 июня 2018 г.
Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем вут-çулăм сÿнтернипе пĕрлех вăл сиксе ан тухтăр тесе те тимлеççĕ. Вĕсен ĕçĕ — чи йывăррисенчен пĕри. Апла пулин те çирĕп кăмăллă та улăп евĕр чăваш паттăрĕсем умри йывăрлăхсене çĕнтерсех пыраççĕ. «Çăмăл мар лару-тăруран тухма пултарни, ыттисен пурнăçĕпе пурлăхĕсене çăлни пире татах та вăйлăланма пулăшать. Халăх тав туни вара — чи пахи», — теççĕ Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем.
Пушар хуралĕн историне илес пулсан ун пирки мĕн кăна çырса пама пулмасть-ши?! Ара, çулсем иртсе пыраççĕ, çавна май ĕç-пуçĕ те улшăнсах тăрать-çке… Ĕлĕкхи вăхăтра пирĕн тăрăхра çуртсен тăррисене улăм витнĕ пулнă. Çавна май «хĕрлĕ автан» алхасма пуçласан касси-кассипе, тепĕр чух ялĕ-ялĕпе çунса кайнă. Паянхи кун та пушар хуралĕн кăткăслăхĕ пĕрре те чакман. Чылай чухне хамăрăн тимсĕрлĕхе пула инкек сиксе тухать-тухатех. Сăлтавĕсем те, паллах, тĕрлĕрен: электропроводасем кивĕ, электроприборсем е кăмакасем юсавсăр пулни, çутçанталăк сиенĕ… Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Инкек куçа курăнса килмест çав вăл…
— Çавăнпа та эпир, ирĕклĕ пушар хуралĕн, çавăн пекех районти пушара хирĕç кĕрешекен чаçăн ĕçченĕсем, яланах сыхă. «Хĕрлĕ автан» выляма пуçлани пирки пĕлтерсенех çула тухатпăр. Эпир Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче, кÿршĕри ытти ялсенче инкек сиксе тухсан пурне те май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Паллах, ун чухне темĕн те курма-туйма тивет. Пирĕн ĕçре çирĕп вăй-халлă, ăс-тăнлă тата çаврăнăçуллă çынсем анчах ĕçлеме пултараççĕ, — тет Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар хуралĕн начальникĕ Роман Ядров.
Пушар сÿнтернипе пĕрлех ĕçченсем спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Кăнтăр енчи пушарниксен ушкăнĕсем хăйсем те яланах вĕрентÿсем ирттереççĕ, республика шайĕнче йĕркелекен тупăшусенчен те пăрăнмаççĕ. Хастарсен ăсталăхĕ пирки калакан тепĕр ырă япала вăл — вĕсем час-часах малти вырăнсене çĕнсе илни.
— Спортăн пур енĕпе те эпир туслă. Урăхла пулма та пултараймасть. Хамăра кирлĕ шайра тытмасан епле-ха ыттисене пулăшма пултарайăпăр? Хуралта эпир черетлесе тăратпăр, тимлĕ пулнине нимĕн те çитмест, — ăшшăн йăл кулчĕç пушар хуралĕн ĕçченĕсем.
Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар хуралĕнче тăватă çын — Роман Ядров, Олег Андреев, Валерий Акчурин, Сергей Анисимов — тăрăшать. Ĕçченсем пурте маттур та хастар, пултаруллă. Вĕсем пушар сÿнтерекен икĕ пысăк ЗИЛ автомашинăна тытса тăраççĕ.
— Пушар хуралне, автомашинăсене тытса тăма, чăн та, çăмăл мар. Анчах та пире ăнланса пулăшакансем пурри татах та ĕçлес кăмăла çĕклет. Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеевпа унăн туслă коллективĕ, çавăн пекех ял çыннисем пур тĕлĕшрен те май пур таран яланах пулăшаççĕ. Пысăк тав вĕсене пурне те ăнланушăн, — терĕ Роман Ядров начальник.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"