Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Леонтий Акчурин ячĕпе - турнир

20 апреля 2018 г.

Хĕрỹ тупăшăва хутшăннисемпе курма килнĕ хăнасене Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, Леонтий Николаевичăн хĕрĕ Галина тата район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов саламланă, ăнăçусем суннă. Кашни командăра 1-ер çын шахматла тата 2-ĕн шашкăлла выляма пĕлекен ăстасем пулнă. Тупăшу питĕ кăсăк иртнĕ. Чи нумай очко пухса Шурут ял тăрăхĕн команди (команда капитанĕ - Вячеслав Скворцов) малти вырăна çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Владимир Соловьев, Анатолий Школьников, Анатолий Анисимов команди тивĕçнĕ. Виççĕмĕш вырăнпа Андрей Второй, Николай Макаров, Сергей Автономов ушкăнĕ палăрнă.

Ăмăртуран çавăн пекех шкул ачисем те пăрăнман. Вăйăра вара уйрăмах Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем Елена Егорова, Никита Тихонов, Иван Родионов, Максим Ильин, Николай Казаков, Константин Павлов, Елизаветăпа Станислав Борисовсем, Елена Лаврентьева палăрнă. Кашни команда Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем асăннă турнира ирттерме пулăшнăшăн "Слава картофелю" агрофирма ертỹçисене тав сăмахĕ калаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика