20 апреля 2018 г.
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра виçĕ почтальон тăрăшать. Ирина Иванова, Ирина Краснова, Галина Егорова Тутар Йăвашкел, Йăвашкел, Кĕçĕн тата Аслă Çĕрпỹел, Хирти Шăхасан ялĕсенче кун-кунлакан халăхпа куллен тĕл пулаççĕ.
- Пирĕн ĕçченсем кашни киле çитеççĕ, хыпар-хăнарпа, салам открыткисемпе савăнтараççĕ, хаçат-журнал валеçеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне, куллен кирлĕ таварсене, пенси укçине те кли-ентсене çитерсех параççĕ, - терĕ Аслă Çĕрпỹел почта уйрăмĕн ертỹçи Надежда Ильина.
Мария Ядрова пенсионер почта уйрăмне час-часах килет.
- Кунта хуçалăхра кирлĕ таварсене те илме май пур, - тет вăл.
Çавăн пекех почтальонсем ватăрах çынсенчен электроэнергишĕн, çутçанталăк газĕшĕн тỹлеме парса яракан укçана та йышăнаççĕ. Паллах, ырă кăмăллă та тараватскерсем ял халăхĕнчен тав сăмахне пĕрре мар илтнĕ. Ку вара чунсене ăшăтать, ĕçре те хавхалану кỹрет.
Çырăнтару тапхăрĕнче пăрчăкан евĕр хастарсем уйрăмах канлĕхне çухатаççĕ. Вĕсем кашни хуçалăхрах периодика кăларăмĕ пултăр тесе килсерен çỹреççĕ, çынсемпе калаçусем ирттереççĕ.
- Ял-йыш "Каçал ен" хаçата уйрăмах юратса вулать, хальхи вăхăтра вăл пирĕн тăрăхра - 170 экземпляр. Эпир кăçалхи иккĕмĕш çурçула валли те ку цифрăран чакасшăн мар. "Хресчен сассине", "Чăваш хĕрарăмне", "Çамрăксен хаçатне", çакăн евĕр тата ытти кăларăмсене те халăх аван çырăнать, - теççĕ почтальонсем.
А.ИСАЕВА
Источник: "Каçал Ен"