Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан халăхпа пĕрле

20 апреля 2018 г.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕ - хăйне евĕр пĕчĕк патшалăх. Вăл йĕркелỹ ĕçне пурнăçлать, пур сферăпа службăна пĕрлештерсе тăракан социаллă тытăм шутланать. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем мĕнле ĕçлесе пынинчен "пĕчĕк патшалăхăн" ăнăçлă аталанăвĕ килет. Вĕсем чунне парса ĕçлесен ăнăçупа çитĕнỹ пулатех.

Пуçаруллă та пултаруллă, халăх шанакан пуçлăхсем, специалистсем пирки сăмах пуçласан манăн Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхне Геннадий Ракчеева тата кунта чылай çул тĕп специалист-экспертра тăрăшакан Александр Иванова асăнас килет. Хастарсем ялпа район шăпишĕн, тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.

- Манăн тĕп специальноç - агроном. Шел пулин те, чун суйласа илнĕ ĕçре эпĕ чылай вăхăт ĕçлеймерĕм. Паллах, вĕренни вăл яланах хамăршăн. Килти хуçалăхра пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте те çĕр ĕçне, унăн вăрттăнлăхĕсене пĕлни питĕ кир- лĕ, - ăшшăн йăл кулчĕ Александр Сергеевич.

Александр Сергеевич Иванов Хирти Шăхасан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Шкулта аван ĕлкĕрсе пынăскер, çамрăк Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне çăмăллăнах вĕренме кĕрет. Дипломлă специалиста направленипе Калинин (халĕ Тверь) облаçне ĕçлеме яраççĕ. Анчах та çак вăхăтра яша çара илеççĕ. Тăрăшуллăскер тăван тăрăха лейтенант званийĕпе таврăнать. Çар хыççăн çамрăк Комсомольскинчи парти райкомĕ çумĕнчи "Пĕлỹ" общество организацине яваплă секретаре вырнаçать. Каярах вăл тăван тăрăхра агрономра ĕçлеме тытăнать, анчах та, ун чухнехи лару-тăрăва пула, унăн ĕçрен кайма тивет. 1992 çулта Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхне ĕçе вырнаçать.

- Вăл вăхăтра хуçалăх кĕнекисене алă вĕççĕн çырса пынă. Кунти ĕç-хĕлпе, йĕркесемпе мана Мария Ивановна Михайлова паллаштарчĕ. Çавăн пекех чылай çул пĕрле ĕçленĕ Мария Егоровна Романова, Руфина Яковлевна Ракчеева, Галина Васильевна Ядрова тата Елизавета Петровна Тихонова ĕçченсене ырăпа асăнас килет. Вĕсен паха ĕç опычĕ маншăн чи пысăк тупра вырăнĕнче пулчĕ. Тавтапуç вĕсене. Вăл вăхăтра ĕçĕ, чăн та, питĕ нумайччĕ. Ача çуралнă-и е çамрăксем мăшăрланнă... Пĕр сăмахпа каласан, çын пурнăçĕнчи чи паллă та пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенче эпир яланах вĕсемпе юнашар пулнă. Савăнăçĕпе хуйхине, пурне те, çурмаран пайланă, - иртнĕ кунсене аса илчĕ Александр Сергеевич.

Хальхи вăхăтра Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче 4 çын тăрăшать: Геннадий Ракчеев пуçлăх, Екатерина Казакова, Ольга Тарасова тата Александр Иванов. Хастарсем район админи-страцийĕпе тата федераллă структурăсемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ, вырăнти халăха тĕрлĕ ыйтусемпе йышăнаççĕ, вĕсене туллин татса пама тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, акă иртнĕ çул вĕсем "Инициативное бюджетирование" патшалăх программипе Йăвашкел ялĕнчи масар картине тĕпрен çĕнетнĕ. Ĕмĕт-тĕллев, палăртни чылай маттур ĕçченсен. Кăçал та вĕсем асăннă программăпа ял тăрăхĕнчи стадиона тĕпрен çĕнетесшĕн. Паллах, палăртнă ĕçсене пĕччен е иккĕн çеç пурнăçлама çук, çавăнпа та ял халăхĕ, уйрăмах çамрăксем, пуçаруллă пуласса шанас килет.

- Коллектив пирĕн питĕ туслă, пĕр çемьери пек пурăнатпăр. Унсăрăн ĕçре ăнăçупа çитĕнỹ те пулас çук. Александр Иванов тĕп специалистра 26 çул ĕçлет. Мĕн кăна пулса иртмен-ши çак тапхăрта?! Аса илмелли, паллах, нумай. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Александр Сергеевич ĕçре хастар, яваплăх туйăмĕ те пысăк унăн. Ырă кăмăллă та тарават ĕçченĕмĕр пĕрре мар çынсен пурнăçне çăлнă - вăл "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" ята тивĕçнĕ. Çемьере килĕштерсе пурăнаççĕ, вĕсем мăшăрĕпе пысăк хуçалăх тытса пыраççĕ: мăйракаллă шултра выльăхран пуçласа пыл хурчĕ таранах. Мăшăрĕ, Лидия Ивановна - ялти вăтам шкулта директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ. Тĕпренчĕкĕсем, Олимпиадăпа Илья, Мускавра пурăнаççĕ, иккĕшĕ те аслă пĕлỹллĕ. Хăйсем чунĕ туртнипе суйласа илнĕ ĕçĕсенче тăрăшаççĕ. Ивановсем икĕ мăнукĕпе - Романпа тата Эмилияпа - чунтан савăнаççĕ.

- Сăмах май, коллективри ĕçченсене ăнланулăхшăн, тăрăшулăхшăн, хастарлăхшăн тав тăватăп, районти ытти ял тăрă-хĕсенче тăрăшакан ĕçтешсене пурне те професси уявĕпе ăшшăн саламлатăп. Ĕçре çитĕнỹ, çемьере килĕшỹпе тăнăçлăх сунатăп, - терĕ калаçăва вĕçлесе Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика