Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă чыспа ят

27 февраля 2018 г.

Сакăр теçетке çул каялла Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнчи Укахвипе Макçăм Григорьевсен килĕнче Анна ятлă хĕр пĕрчи кун çути курнă. Вăл виççĕ тултарнă çул çĕршывра хаяр вăрçă пуçланнă.

- Аттене астусах каймастăп çав, анчах та "хыпарсăр çухалнă" тесе çырнă хут килсен тете, вуннăри ача, йăвалана-йăвалана йĕни вара халĕ те куç умĕнчех, - куççуль витĕр аса илет сумлă ватă ачалăхри кунĕсене.

Амăшĕн, Укахвин, çĕр йăтайми хуйхă пулсан та, ачисене ура çине тăратмалла...

Аннапа унăн пĕртăванĕсем пирки калас пулсан, выçлăх та, вăл вăхăтри пурнăç сивви те хуçайман çамрăксене: ĕçленĕ - çăкăр çинĕ, вĕреннĕ - çын пулнă.

- Эпир, вăрçă ачисем, выçăллă-тутăллă пурăннă. Çиме çăкăр çитменнипе мăян вăррисене авăртса пашалу çини, крахмал пуçтарни те пулкаланă. Ỹссе çитĕнекен ăру çав кунсене нихăçан та ан куртăр, - чуна витермелле каласа парать Анна аппа.

Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Анна малалла вĕренейменни пирки калама та кирлĕ мар ĕнтĕ. Ялти сысна ферминче ĕçлеме сĕнсен хĕр пĕр сăмахсăрах килĕшнĕ. Ку ĕçре вара вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă.

- Эпĕ ĕçленĕ чухне фермăсене механизацилемен. Ĕçе кăвак çутăпа кайса сĕм çĕрле çеç таврăнаттăмăр, - иртнисене аса илнĕçем ассăн сывлать ĕç ветеранĕ.

Пĕве кĕнĕ хĕр телейне ют çĕрте шыраман - тăван ял йĕкĕчĕпе çемье çавăрса çамрăк мăшăр ялтах тĕпленнĕ.

Анна Максимовна Ефимован ĕмĕре тĕлли-паллисĕр, никама юрăхсăр ирттертĕм тесе ỹпкелешме сăлтав çук. Чăвашăн чăн таса пилĕсене вĕсем мăшăрĕпе кашнинех пурнăçланă: çурт çĕкленĕ, йывăç лартнă, ача-пăча çуратса вĕсене тĕрĕс воспитани панă, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ĕçпе чапа тухнă сакăр вунă çулхи ветеранăн, паллах, аса илмелли те чылай. Сахал мар хура-шур курма, пурнăç тути-масине чĕре витĕр кăларма тивнĕ.

Кун-çул парнеленĕ тĕпренчĕкĕсене вĕсем мăшăрĕпе, Петр Васильевичпа, тĕрĕс-тĕкел ỹстерессишĕн пайтах вăй хунă. "Ырă вăрлăхран - ырă çимĕç", - тенĕ ваттисем. Аслисем ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă.

Анна аппапа Петĕр тетен ачисем çитĕнсе çитсе çунат сарнă ĕнтĕ, халĕ хăйсем çемье тытса пыраççĕ. Валери ывăлĕ мăшăрĕпе ялтах тĕпленнĕ. Оля хĕрĕ Кĕçĕн Çĕрпỹел больницинче медсестрара тăрăшать. Сергейпе Леня ывăлĕсем мăшă-рĕсемпе Канаш, Шупашкар хулисенче ĕçлесе пурăнаççĕ. Ватăсем паянхи кун кĕçĕн ывăлĕн Васьăн çемйипе пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсем çамрăксене ĕçпе, ырă канашпа, çав вăхăтрах мăнукĕсене ỹстерме те пулăшаççĕ.

- Ефимовсем - килĕшỹллĕ çемье. Унта ĕçченлĕх, сăпайлăх, ыр кăмăллăх хуçаланать, - тет вĕсен çемйи пирки ял халăхĕ.

Аслă Ефимовсем сакăр мăнукпа, вĕсен тăватă ачипе савăнаççĕ. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Ачисем çинчен калаçу пуçарсанах ватăсен сăн-пичĕ телейпе çиçме пуçлать, куçĕсем те кăмăллăн йăлкăшаççĕ.

Ĕçлемесĕр çĕр çинче пуянлăх та, мухтав та, чап та, хисеп те пулмасть. Пушă вăхăт тупăнсанах Анна Максимовна тирпейлĕ упранакан орденĕсемпе медалĕсене час-часах кăларса пăхать. Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем те чылай сумлă ватăн. Сăмах май каласан, пултаруллă ĕçчене 1971 çулта СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне парса чыс тунă. 1976 çулта вара вăл çĕршывăн чи пысăк наградине тивĕçнĕ. Анна Максимовна - Ленин орденĕн кавалерĕ, ĕç ветеранĕ.

- Эпир ĕçленĕ вăхăтра "Красный Октябрь" колхоз районта çеç мар, республикăра та малтисен йышĕнчеччĕ, - асаилỹ çăмхине малалла тăсать Анна Ефимова. - Çитĕнỹ вара çынсемсĕр пулмасть. Уншăн кашнийĕ хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлани, пĕр тĕллевпе ĕçлесе пурăнни кирлĕ. Çавăн чухне анчах çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума пулĕ. Пĕр класра вĕреннĕ В.А.Арсентьев хуçалăха 30 çул ытла çирĕп тытса пыни те пысăк ỹсĕмсем тума пулăшрĕ тесе шутлатăп.

Пĕрле вăй хунă юлташĕсен сумлă та хисеплĕ ячĕсем те ĕçлеме хавхалантарса пынă. Вĕсем - Социализмла Ĕç Геройĕ Л.Н.Акчурин, Н.А.Козловпа В.А.Арсентьев - Ленин орденĕн кавалерĕсем.

Пурнăç тăршшĕпе пухăннă ăс-хакăлĕ паян та çирĕп-ха Анна Максимовнăн. Унпа калаçма та кăмăллă.

- Районти, ялти хисеплĕ çыннăмăра 80 çул тултарнă ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр. Чăн-чăн паттăр чăваш хĕрарăмĕ умĕнче çĕре çити пуç таятпăр, - терĕ ветерана ырлăх-сывлăх сунса Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев.

Валентина ЕФИМОВА.

Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика