22 февраля 2018 г.
Нумаях пулмасть районти маттур та пуçаруллă çынсенчен пĕри - Пантелеймон Дмитриевич Лукиянов - 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Çак ятпа педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранне РФ Президенчĕ Владимир Путин салам çырăвĕ янă. Унпа пĕрлех Пантелеймон Дмитриевича район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев тата çывăх çыннисем саламларĕç. Хисеплĕ ватă çулĕсене кура мар вăр-вар çỹрет-ха. Çакă вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннипе çыхăннă.
Пантелеймон Дмитриевич çур ĕмĕрне педагогра ĕçлесе ирттернĕ. Ачасене тарăн та паха пĕлỹ парас тесе тимленĕ. Мĕн ачаранах учитель пулас ĕмĕтпе пурăннăскер, йывăр çулсене пăхмасăрах Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Аллине диплом илнĕ хыççăн Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулĕнче географи предметне вĕрентнĕ, пионервожатăйра тăрăшнă. Комсомольски вăтам шкулĕнче те ĕçленĕ вăл. Унтан ăна ВЛКСМ райкомĕн пионерсемпе ĕçлекен пай заведующийĕ пулма сĕннĕ.
1949 çулта Пантюк (ялта çапла чĕннĕ ăна) çар ретне тăнă. Çамрăк Вольск хулинчи авиамеханиксем хатĕрлекен шкулта пĕлĕвне туптанă. Каярах Батайскри летчиксем хатĕрлекен çар училищинче вĕреннĕ. 1953 çулта çар училищине лейтенант званипе вĕренсе пĕтерет. Ăна эскадрилья командирĕн адъютантне çирĕплетеççĕ. Çар пурнăçне Пантелеймон Дмитриевич пысăк хавхаланупа аса илет.
- Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Вăл ман кăмăла, вăй-хала, сывлăха çирĕплетрĕ. Унта çĕннине вĕренни пурнăçра нумай пулăшрĕ. Чылай вăхăт шкулта "Начальная военная подготовка" предмета ертсе пынăран, çамрăк ăрăва çара кайма хатĕрлеме тиврĕ. Шăпах çакăнта çарта вĕренни кирлĕ пулчĕ те. Шел, паянхи кун çамрăксене шкултах çар службине кайма тĕплĕн хатĕрлемеççĕ. Çакă çав тери кирлĕ тесе шутлатăп. "Орленок", "Зарница" çар вăййисене хутшăнаççĕ-ха вĕсем. Юрать юлашки çулсенче "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" программăна çĕнĕрен пурнăçа кĕртрĕç. Аслисем те, çамрăксем те ГТО нормативĕсене пама хатĕрленеççĕ. Апла пулсассăн спортпа ытларах туслашма, сывлăха кунран-кун çирĕплетме майсем пур-ха, - терĕ кун-çулне аса илсе Пантелеймон Дмитриевич.
Çамрăкăн çартан таврăнсан та педагогра ĕçлес хавхалану пысăк пулнă. Вăл Комсомольски вăтам шкулĕнче военрукра ĕçлеме пикеннĕ. Аслă пĕлỹ илес ĕмĕтпе Пантелеймон Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илнĕ çамрăк пĕр вăхăт Патăрьел районĕнчи Еншик шкулĕнче тăрăшнă. 1962 çулта Пантелеймон Дмитриевич Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулне таврăннă та тивĕçлĕ канăва кайичченех кунта ĕçленĕ. Вăл физкультура тата вырăс чĕлхи предмечĕсене вĕрентнĕ. 1989 çулчченех шкулта арçын ачасене çара кайма хатĕрленĕ, "Начальная военная подготовка" предмета ертсе пынă. Унăн вĕренекенĕсем паян тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ, чылайăшĕ çар профессине суйласа илнĕ, вĕсен хушшинче спорт мастерĕ те чылай. Пантелеймон Дмитриевич арçын ачасене çĕршыва юрăхлă çынсем пулма хавхалантарса ỹстернĕ çеç мар, вĕсене çар хăнăхăвне вĕрентнĕ. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ конкурс, ăмăрту çĕнтерỹçисем те сахал мар пулнă.
Маттур педагог хăйĕн ĕмĕрĕнче ĕçри çитĕнỹсемшĕн нумай награда илнĕ. Паян вĕсем çемье архивĕнче чи хаклă тупрапа тан типтерлĕн упранаççĕ.
Пантелеймон Дмитриевич пурнăç çулне ахаль утса тухман. Вăл ачисемпе, мăнукĕсемпе мухтанать. Лукияновсем сакăр ачана тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтернĕ. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă, юратнă ĕçре тăрăшаççĕ. Апла пулин те пушă вăхăт тупса тăван киле çитме тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ те - тĕпренчĕкĕсенче, вĕсен çитĕнĕвĕсенче.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"