12 января 2018 г.
Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче пурăнакан Пелагея Серафимовна Козлова 90 çул тултарчĕ.
Ачалăхĕ унăн çăмăл пулман. Вăрçăн йывăр çулĕсенче аслисемпе пĕр тан ир пуçласа каçчен хирте тăрăшнă. Çитĕнсе çитсен ял каччипе Николай Козловпа çемье çавăрнă.
Пăлаки аппа тивĕçлĕ канăва тухиччен "Красный Октябрь" колхозра ĕçленĕ, нумай çул пахча çимĕç бригадинче вăй хунă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ĕçри пултарулăхшăн ăна медальсем, Хисеп хучĕсем парса чыс тунă, вăл ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.
Унăн мăшăрĕ Николай Алексеевич Козлов Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ. Арçын Сталинграда ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă, çирĕм çул ытла "Красный Октябрь" колхозра тĕп агрономра ĕçленĕ. Вăл - "Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ", Ленин тата Хисеп Палли орденĕсен кавалерĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе 62 çул пурăннă. Шел, 2010 çулта Николай Алексеевич пиртен уйрăлса кайрĕ.
Туслă мăшăр тăватă хĕрпе виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Вĕсене вĕрентнĕ, ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă ывăлĕ Володя, хĕрĕсем Надеждăпа Олимпиада ялта тĕпленсе çемье çавăрнă. Тепĕр хĕрĕ Валентина çемйипе Комсомольскинче, Антонина мăшăрĕпе Чĕмпĕр хулинче пурăнаççĕ. Ывăлĕсем Федорпа Виталий çемьеллĕ. Вĕсем Шупашкар хулинче тĕпленнĕ.
"Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп, ачасемпе мăнукăмсем, вĕсен ачисем манмаççĕ, час-часах килеççĕ, çавăнпа пĕчченлĕхе те туймастăп", - тет 90 çулхи ватă.
Пелагея Серафимовна тĕнчере, çĕршывра пулса иртекен хыпарсемпе кăсăкланать, çавна май радио итлет, хаçат-журналне вулать, телевизор та пăхать.
Чăнах та, ăшпиллĕ те тарават кукамая-асаннене 18 мăнукĕпе мăнукĕсен 23 ачи куç тулли савăнтарать.
Çак савăнăçлă кунпа саламлама Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен ертỹçи Светлана Ульдина, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ираида Никитина, юбилярăн çывăх тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Светлана Геннадьевна Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин янă Тав çырăвне вуласа пачĕ, чечек çыххи, хаклă парне парса чысларĕ.
- Пелагея Серафимовна, эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, ырă тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр. Сывлăху нихăçан та ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукусен, çывăх çыннусен чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшỹ хуçалантăр, - терĕ Геннадий Герольдович саламласа, парне парса чысларĕ.
Кĕçĕн Çĕрпỹел культура çурчĕн ĕçченĕсем юбиляра паллă кун ячĕпе хаваслă юрă парнелерĕç.
Пелагея Серафимовна хăйне хисеп тунăшăн пуçтарăннă хăнасене тав туса сывлăх сунчĕ.
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн сайтĕнчен
Источник: "Каçал Ен"