Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Асанне арчинчен" курав

08 декабря 2017 г.

"Чăвашсен çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах", - тенĕ Иван Яковлев. Паллах, ку сăмахсене Патриархăмăр ахальтен каламан. Чăваш - чи ĕçчен те пултаруллă, çав вăхăтрах тирпей-илеме кăмăллакан сапăр халăх. Юрă-ташă несĕлсене куллен пурăнма пулăшса пынă: пĕр-пĕринпе хутăштарнă, кăмăл-туйăмне çĕкленĕ, ĕçре вăй-хал хушнă. Ĕç вара йывăр шăпаллисен чун канăçĕ пулса тăнă. Мăн асаннесем çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен ырми-канми уйра тар тăкнă пулсан, хĕлле те алă усса ларман: тĕпренчĕ-кĕсене ĕçе явăçтарса вĕсене арлама, тĕртме, çыхма, тĕрлеме вĕрентнĕ. Унсăр пуçне тупрана халăх йăли-йĕркине çирĕппĕн пăхăнса упрасси те чăвашăн пирвайхи тивĕçĕ шутланнă вĕсем. Çапла вара хĕллехи кунсенче хатĕрленĕ, пĕр-пĕринчен илсе малалла аталантарнă тĕрĕ-эрешсем çулран-çул хушăнса, аталанса пынă, йăхран йăха куçса пирĕн пата та çитнĕ. Çакăн евĕр тупрана куç пек упракансем хамăр хушăрах чылайăн, вĕсенчен пĕри - Аслă Çĕрпỹел ялĕнче пурăнакан Ольга Алексеевна Кашкарова. Унăн ĕçĕсемпе раштавăн 4-мĕшĕнче районти "Çĕр тата çынсем" музейре уçăлнă "Асанне арчинчен" куравра паллашма пулать. Сăмах май, курав раштав вĕçĕчченех пырĕ.

- Чăваш хĕрĕсем хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе авалхи тĕрĕсен илемне ỹстерсе пынă. Сурпан - авалхи хĕр-арăмсен тумĕ, ун çинче çутçанталăка вулама пулать. Тĕррисемпе эрешĕсем тата епле хитре! - тет хĕрарăм, халăх ăстисен ĕçне авалхи маçтăрсенчен вĕренсе ăна татах та аталантарма тăрăшаканскер.

Ольга Алексеевна мĕн пĕчĕкрен амăшĕн пултарулăхне курса ỹснĕ, каярах вара çак ăсталăха хăй те алла илнĕ. "Вăл пир тĕртме, тĕрĕ тĕрлеме, çăм арлама, темтепĕр çыхма, кĕпе-йĕм çĕлеме те пултарать", - теççĕ ун пирки вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем.

Ольга Кашкарова Аслă Çĕрпỹел ялĕнче кун çути курнă. Пуçламăш класра хĕр ача 1956 çулта вĕренме пуçлать, Çĕнĕ Кипеçри вăтам шкула 9-10-мĕш классене çỹрет.

- Хĕллехи кĕске кунсенче интернатра пурăнаттăмăр, канмалли кунсене вара яланах килелле çул тытнă, - аса илет çамрăклăхне Ульха аппа.

Вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр ялти ĕне фермине ĕç-леме вырнаçнă, 1969 çулта Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Çапла вара вăл 1973 çулта дипломлă специалист пулса тăнă. Тавракурăмне аталантарма ăнтăлаканскер, Мускавра куçăмсăр майпа "Цветовод-озеленитель" курсне пĕтернĕ.

Мăшăрĕпе вăл, Владимир Аркадьевичпа, тăватă ачана кун-çул парнелесе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Апла пулин те вĕсем алă усса лармаççĕ, кил-хуçалăха çирĕп тытса пыраççĕ. Çуллахи кунсенче вара пахча çимĕç, чечек ỹстереççĕ.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика