05 декабря 2017 г.
Вăхăт, ăратлă урхамах евĕр, питĕ хăвăрт малалла ыткăнать. Акă, умра 2017 çулăн юлашки уйăхĕ. Часах Çĕнĕ çул та çитĕ. Çĕнĕ пулăм, çĕнĕ хум юхса кĕрĕ пурнăçа. Хыçра вара - хаваслă ачалăх, çунатлă çамрăклăх... Кĕçĕн Çĕрпỹелсемшĕн те 2017 çул - паллă çул: ялти вăтам шкул 125 çул тултарчĕ.
Федор Яковлевич Григорьев ветеран-педагог шкул историне тĕплĕн тишкернĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл халĕ вулакансене паллаштарасшăн.
Пирĕн тăрăхра шкулсем 19-мĕш ĕмĕрĕн çурринче çеç уçăлма пуçланă. Ку пулăм ялсенче вĕрентекенсем çитменнипе, хутла пĕлекен çын сахал пулнипе çыхăннă. Халăха çутта кăларассине вăл вăхăтра тĕнпе çыхăнтарнă, урăхла каласан, чиркỹсене шанса панă. Шкулсем те тĕрлисем пулнă: земски, чиркỹ-прихут, вулама тата çырма вĕрентекеннисем ("школа грамотности"), çветтуй Гури тата ланкастер шкулĕсем. Юлашки пирки каласан çакна палăртмалла - ку шкулта чи лайăх вĕренекен ачасем учительсене пулăшнă, уроксем те ирттернĕ.
Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче пĕрремĕш шкул 1892 çулта уçăлнă. Ăна вулама тата çырма вĕрентекен пуçламăш ("школа грамотности") шкул тесе калаççĕ. Ятарласа купаланă шкул çурчĕ пулман, çавна май ăна Михаил Семенович Семенов хуçалăхĕнчи пĕр çуртра вырнаçтарнă. Паллах, уншăн ăна нухратне тỹленĕ ĕнтĕ. 1894 çулта чиркỹ-прихут (церковно-приходская) шкулĕ теме пуçлаççĕ. Тĕнпе тата чиркỹпе çыхăннă шкулта вĕрентекенĕ те пачăшкă е псаломщик пулнă. Пирĕн тăван шкулти пĕрремĕш вĕрентекен - Авдей Спиридонович Спиридонов. Вăл çак шкулта 10 çул тăрăшнă. Унăн пурăнмалли пỹлĕмĕ те пĕлỹ çуртĕнчех вырнаçнă пулнă.
1918 çулта чиркỹ-прихут шкулĕ çумĕнче 2 комплектлă тăватă çул вĕренмелли шкул хута яраççĕ. Классене ун чухне ушкăнăн-ушкăнăн уйăрнă: 1-2 классенче ăс пухакансем - кĕçĕн ушкăн, 3-4 классенче ăс пухакансем - аслă ушкăн. Шкулта вĕрентекенсем улшăнсах тăнă, мĕншĕн тесен вĕренмелли пỹлĕмсем, вĕренỹ хатĕрĕсем те çитмен. Унсăр пуçне классенче сивĕ, тĕттĕм пулнă. Çакна вара кашни ача тỹсеймен. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене ĕçе ытларах явăçтарма тăрăшнă. Ача кăшт вулама-çырма пĕлнĕ пулсан ăна малалла шкула урăх яман та ĕнтĕ.
1934-35 вĕренỹ çулĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел пуçламăш шкулĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ. Тинех вăл "7 класлă шкул" ята тивĕçет. Часах шкул çуртне çĕклеме пуçлаççĕ. Паллах, çак пысăк ĕçе ертсе пыма Василий Семенович Смирнов вĕрентекене шанаççĕ. 1935-36 вĕренỹ çулĕнче ăна хута яраççĕ. Василий Семеновича 1938 çулта шкула ертсе пыма хушаççĕ. Çак ĕçре арçын 1942 çулччен вăй хурать, унтан ăна Аслă Отечественнăй вăрçа кайма хут çитет.
Ылханлă вăрçă çулĕсенче шкулти вĕрентекенсем улшăнсах тăнă, ачасем те сахалланнă. Анчах та, каярах, эвакуаципе яла килнĕ çемьесем пулнипе, ачасен шучĕ самаях ỹсет. Вăрçă вăхăтĕнче парта хушшине лармах тăрăшман, çынсем пурте фронта пулăшас, çĕнтерĕве çывхартас тенĕ. Çавна май шкул çине алă сулнă тесен те йăнăшах пулмасть. Лешĕ вара, хуçасăр тăрса юлнă тăлăх пек, юхăнать, йăшать: тăрринчен (йывăç дранкăпа кăна витнипе) шыв анма пуçлать.
1946 çултан Василий Смирнов хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕскере çĕнĕрен йăл илтерессишĕн ырми-канми тăрăшать пултаруллă ертỹçĕ. Вăл тăрăшни сая каймасть - часах çуртра юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, шкул тавра сад пахчи ешерме пуçлать.
Василий Семенович ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Сăпайлă та ĕçченскере ачасем кăна мар, ытти вĕрентекенсемпе ял халăхĕ те сума сунă. Вăл пуçарнипе шкулта пахча çимĕç енĕпе тĕрлĕ опытсем ирттернĕ.
1950 çултан пуçласа Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулĕ республикăри "Çамрăк натуралистсем" ушкăнпа тачă çыхăну тытма пуçлать. Çавна май шкул ачисемпе вĕрентекенсем пахча çимĕç ĕрчетес ĕçре çĕршыв шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурс-выставкăсене хутшăнаççĕ, вĕсенче вара мала тухнипе палăраççĕ. Анчах ыррипе пĕрле япăххи те юнашарах çỹреççĕ çав: 1965 çулта шкул çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă.
1960-68 çулсенче шкула çĕнĕрен çĕклеççĕ.
Василий Семеновичăн çумĕ Федор Яковлевич Григорьев пулнă. Педагог-ветеран 1969 çулта колхоз пухăвĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулне вăтам шкул шайне хăпартмаллине калать. Çапла вара 1969-70 вĕренỹ çулĕнче шкул "вăтам" статуса тивĕçет. Вăтам шкулăн пирвайхи ертỹçи - Петр Павлович Павлов.
Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче ăс пухнă ачасем тĕнчипе саланнă. Унтан вĕренсе тухнисем - паллă тухтăрсемпе вĕрентекенсем, çар çыннисем... Хальхи вăхăтра шкул ертỹçинче Светлана Васильевна Антонова тăрăшать. Шкулăмăр малашне те пултаруллă талантсем "çуратĕ", унăн малашлăхĕ çутă пулĕ тесе шансах тăратпăр. Ырă çул сана, тăван шкул!
Н.КАШИНА,
библиотекарь
Источник: "Каçал Ен"