Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхна "Кĕтне" ФСКра çирĕплет

17 ноября 2017 г.

Районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче сывлăха çирĕплетме пĕтĕм услови те пур. Пĕри бассейнра ишсе киленет, теприсем тренажер за-лĕнче сывлăхне çирĕплетеççĕ, виççĕмĕшĕсем тĕрлĕ секцисене çỹреççĕ.

Çамрăксем çеç мар, аслăрах çулхисем те хаваспах çỹреççĕ комплекса. Сăмахран, пенсионерсемшĕн меллĕрех пултăр тесе халиччен вĕсем валли эрнере пĕр хутчен 1 сехет тỹлевсĕр кĕме майсем туса панă. Малашне вара пенсионерсем эрнере икĕ хутчен - ытларикунпа эрнекун - тỹлевĕн çур хакĕпе (50 тенкĕпе) спорт комплексне çỹреме пултараççĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх те пур. Ноябрĕн 20-мĕшĕнчен бассейнра ишсе киленнисĕр пуçне саунăна та кĕрсе ăшăнма май пулĕ. Çакă пĕтĕмпех районта пурăнакансене сывă пурнăç йĕркипе ытларах туслаштарас тĕллевпе йĕркеленет. Çавăнпа та "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне сире хаваспах кĕтетпĕр. Эпир тунтикунпа эрнекунсенче 9-21 сехетсенче ĕçлетпĕр, канмалли кунсенче - 10-19 сехетсенче.

И.ЕГОРОВ,

директор.

АНОНС

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче черетлĕ спортпа сывлăх кунĕ иртет. Кăмăл тăвакансем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнчи тренажер залне, бассейна çак кун тỹлевсĕр кĕме пултараççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика