Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре - çĕнĕ выставка

31 октября 2017 г.

"Çĕр тата тата çынсем" халăх музейĕн курав залĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕн Екатерина Васильевна Антонован тата унăн вĕренекенĕсен ĕçĕсен "Творческая бессонница" куравĕ уçăлчĕ.

Екатерина Антонован уйрăм выставки музейре пĕрремĕш хут мар. 2011 çулхи пуш уйăхĕнче, Катя районти искусство шкулĕнче вĕреннĕ чухне, "Прекрасное в обыденном" ятпа иртнĕччĕ. Халĕ Екатерина Васильевна вăтам шкулта ачасене рисованипе технологи предмечĕсене вĕрентет. Хальхи вăхăтра чылай çамрăк аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн хулара тĕпленсе пурăнма кăмăллать. Катьăн чунĕ вара тăван тăрăхах туртнă, ĕç вырăнĕ тупса хăй вĕреннĕ шкултах тăрăшать.

Екатерина Антоновăна курав уçăлнă ятпа Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, вĕренỹ пайĕн ертỹçи Надежда Петрова, искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн директорĕ Светлана Антонова, тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова саламларĕç.

Куравпа паллашма пурне те район музейне çитсе курма чĕнетпĕр.

А.ПОЛЯКОВА,

"Çĕр тата çынсем" халăх музейĕн директорĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика