Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Трактор" профилактика операцийĕ пуçланчĕ

04 августа 2017 г.

Августăн 1-31-мĕшĕсенче республикăра "Трактор" профилактикăллă операци-уйăхлăх пырать. Ку операцие Шалти ĕçсен министерствипе Чăваш Енри Гостехнадзор пĕрле йĕркелеççĕ. Асăннă операцин тĕп тĕллевĕ - тракторсене тата хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе ытти техникăна, прицепсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Тĕрĕслевсем иртнĕ вăхăтра регистрациленмен, тĕрĕслев витĕр кăларман юсавсăр техника хатĕрĕсем çине тимлĕх уйăрĕç тата кивелнине утилизацилеме сĕнĕç.

Районта тĕрлĕ маркăллă 1140 техника хатĕрĕ регистрациленĕ: агропромышленноç комплексĕнче 461 единица (40,5 процент), уйрăм çынсенче 627 техника (55 процент) тата промышленноç предприятийĕсемпе организацисенче - 52 (4,6 процент).

Агропромышленноç комплексĕнче пурĕ 227 трактор, вĕсенчен 195-ĕшĕ (86 процент) техосмотр витĕр тухнă. Комбайнсен 58 проценчĕ çеç техосмотр витĕр тухнă. Çак япала, паллах, комбайнерсем çитменнипе те çыхăннă.

Уйрăм çынсенче пурĕ 422 трактор, анчах та вĕсенчен 220-ĕшĕ çеç техникăна тĕрĕслев витĕр кăларнă. Уйăхлăх вăхăтĕнче çакăн çине гостехнадзор ĕçченĕсем пысăк тимлĕх уйăрĕç.

"Трактор" уйăхлăх вăхăтĕнче патшалăх техника тĕрĕслевĕн тата ÇÇХП инспекторĕсем ял тăрăхĕсенче рейдсем йĕркелĕç, техникăна тĕрĕслĕç.

С.КОКАРЕВ,

ЧР Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспектор

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика