Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнчере чи хакли - туслăх

18 июля 2017 г.

Пĕр алăра пилĕк пỹрне - вĕсем пĕр-пĕрне кирлĕ тесе пуçлас килет хамăн хайлавăма пилĕк хĕрарăм тус-тантăш пирки. Кашнине виçшер сăмахпа та пулсан паллаштарас килет вулаканăмăра.

Вĕсем Йăвашкел ялĕнче çуралса, пĕрле выляса-ỹссе, пĕр класра вĕренсе, çемьеллĕ пулса паянхи кунччен те пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çухатмасăр хăварни тĕлĕнтерет.

Кĕçех вĕсем хăйсен 60 çулхи юбилейĕсене паллă тума тытăнĕç. Икĕ тус-тантăшĕ тăван ялтах çемье çавăрнă. Виççĕшĕ Комсомольски ялĕнче тĕпленнĕ. Камсем-ха вĕсем - туслă пурăнакансем?

Александра Федоровна Павлова - маттур та ĕçчен хĕрарăм. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усрать. Алли-ури питĕ ăста унăн. Пахча çимĕçрен хĕл каçма темĕн тĕрлĕ çимĕç те хатĕрлет. Алă ĕçĕ туса тăванĕсене, пĕлĕшĕсене парнесемпе савăнтарать. Пуçне усмасăр пурнăç лавне туртса пырать. Шỹтлеме те питĕ ăста Шура. Тус-тантăшĕсем ăна питĕ юратаççĕ.

Хăйĕн пултарулăхĕпе, чĕвĕлти чĕкеç сассипе, вашаватлă та маттур пулнипе Мария Зиновьевна Ракчеева (Плотникова) пĕтĕм тăванне, ачисене савăнтарать. "Выльăх-чĕрлĕх усрама та, алă ĕçĕ тума та хăш вăхăтра ĕлкĕрет тĕр", - теççĕ ун пирки кỹршисем.

Елена Витальевна Хораськина (Антонова) Комсомольскинче пурăнать. Вăл ача садĕнче нумай çул воспитательте тăрăшнă. Ун пирки тантăшĕсем хăйсем хушшинче: "Вăл пирĕн психолог, воспитатель, дизайнер", - теççĕ. Ăшă кăмăллă, лăпкă та сăпайлă Елена. Хăйĕн чунĕ çунса тухсан та çынна йăпатма, лăплантарма ырă та ăшă сăмахсем тупать. Йывăр вăхăтра яланах çумра вăл.

Таса та ырă кăмăл парнеленĕ Нина Анатольевна Богатыревăна (Петуховăна) Турă. Канаш типографийĕн Комсомольски филиалĕнче верстальщица-наборщицăра 30 çула яхăн ĕçлерĕ. Печатник ĕçне те питĕ лайăх пĕлетчĕ. Çынна усал сăмахпа кỹрентерме, çиллентерме пĕл-мест вăл. Мăнукĕсене ỹстернĕ май кунĕпех вĕткеленет ырă чунлă хĕрарăм. Унăн ларса канма та вăхăчĕ сахал. Мăнукне уроксем тума пулăшмалла, кĕçĕннине садике ăсатса кĕтсе илмелле.

Валентина Витальевна Иванова (Розова) çинчен те ыррине çеç каламалла. Вĕсем мăшăрĕпе пысăк та чаплă çурт лартнă. Унта хăтлă та тирпейлĕ. Пахча çимĕç çитĕнтерме, апат-çимĕç ăсталама питĕ ăста хĕрарăм. Пỹртĕнче те, пахчинче те чечексем ỹсеççĕ, вĕсем хăйсен илемĕпе куçа шартараççĕ.

Ял çыннисем çак хĕрарăмсем пирки çапла калаççĕ - мĕн тери лайăх çакăн пек туссем пурри. "Мĕнле-ха эсир çакăн пек туслă? Тачă çыхăнăвăн вăрттăнлăхĕ мĕнре? Йывăр, чун-чĕре çуннă вăхăтра, хуйхă-суйхăра та пĕр-пĕрне пăрахмастăр, чи малтан пулăшма васкатăр?" - теççĕ вĕсем.

Чăннипех те кун пек туслăхпа мухтанма, ăна ăмсанма, тĕлĕнме те пулать. Çакăн пек туслăха упрама пĕлекенсем татах та пур-ши? Мĕн тери пысăк телей вăл туссем пурри. Паянхи кун пушшех те мар-и? Чылай çын пĕр-пĕрне ăмсанать, пĕртăвансем харкашаççĕ, ашшĕ-амăшĕн кил-çуртне пайлаççĕ... Туслăха упрама пĕлекенсем вара чăннипех телейлĕ çынсем тесе шутлатăп. Кашни çын чĕринче яланах тăнăçлăх, ăшăлăх, çепĕçлĕх пултăр. Ун пек чухне пурнăç тата илемлĕрех, пуянрах пулĕ.

Г.НИКОЛАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика