23 июня 2017 г.
Кăçал Экологи çулталăкĕ пулнă май çутçанталăка, тăван тавралăха упрас, тирпейлес енĕпе Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче чылай ырă ĕç пурнăçланать.
Акă, нумаях пулмасть Хирти Шăхасанта пурăнакансем ялти кỹлĕ умĕнче вырнаçнă çăлкуç йĕри-тавра тирпейлерĕç. Курăксене, вĕлтĕрене çулчĕç, çỹп-çапа пуçтарчĕç. Сергей Соколов ертсе пынипе çак ĕçре Валентина Андреева, Валерий Акчурин, Петр Захаров, Вера Захарова уйрăмах тăрăшса вăй хучĕç. Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕ çу-мĕнчи ĕçпе кану лагерьне çỹрекен ачасене те палăртмасăр хăварма çук. Вĕсенчен хуларан çуллахи каникула яла килнисем те юлмарĕç: çулнă вĕлтĕрене пĕр çĕре пуçтарчĕç, çỹп-çапа уйăрса михĕсене тултарчĕç.
"Чувашмелиоводхоз" управленин Комсомольскинчи филиалĕнче тăрăшакан Леонид Лукиянов, Валерий Рябчиков, Владимир Платонов, Михаил Дмитриев çăл çине лартнă пурана тĕпрен çĕнетрĕç.
Иртнĕ шăматкун вара, июнĕн 17-мĕшĕнче, çăлкуçпа кỹлĕ таврашĕнчен кунĕпех çын татăлмарĕ. Канашри транспортпа энергетика техникумĕн студенчĕсем, шкул ачисем, аслисем кунта субботник йĕркелерĕç. Студентсем кỹлле хăйсен вăйĕпе пăхса тăма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Ĕçе хутшăннисене ялти маттур хĕрарăмсем пулă шỹрпипе сăйларĕç.
Шупашкартан паллă хăнасем - таврапĕлỹçĕ, халăх академикĕ Иван Дубанов тата геологи наукисен кандидачĕ Анатолий Иванов - килсе çитрĕç. Вĕсене Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев, райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн специалисчĕ Кияметдин Гимальдинов ырă сунса кĕтсе илчĕç. Ялти сумлă ватăсем хăнасене ял тата Шăхасан кỹллин историйĕпе паллаштарчĕç. Данил Казаков кỹлле тĕпчесе хатĕрленĕ материалсем пуриншĕн те кăсăклă пулчĕç. Студентсемпе шкул ачисем хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă калаçу пычĕ. Каярахпа гитара сасă пачĕ, ун чĕлĕхĕсем çинчен шăранса тухакан çемĕсемпе пухăннисем пĕрле юрларĕç те, асăнмалăх сăн та ỹкерттерчĕç.
Аслă Çĕрпỹелсем те тараватлăхĕпе кỹршисенчен юлмарĕç. Вырăнти хуçалăх ертỹçи Николай Любимов хăнасене Кĕрмекке варринче вырнаçнă çăлкуçсем, ял историйĕ çинчен каласа пачĕ. Нумаях пулмасть тĕпрен çĕнетнĕ столовăйĕнче тутаннă какай шỹрпин техĕмĕ вĕсен асĕнчен часах тухмĕ.
Кун питĕ усăллă та тухăçлă иртрĕ. Вăл кашни çын чунĕнче ырă ĕмĕт çуратрĕ, малашлăх валли тĕллевсем палăртма хавхалантарчĕ. Çав кун мероприятине хутшăннисене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Ю.ЛЮБИМОВ
Источник: "Каçал Ен"