25 апреля 2017 г.
"Ут пуласси - тихаран, çын пуласси ачаран паллă", - тенĕ ваттисем. Каларăшĕ авалхиех пулин те, пĕлтерĕшĕ вара нихăçан та кивелмест. Çитĕнекен ăру мĕн курса, мĕнле хутшăнăва хăнăхса ỹсет - унăн малашнехи аталанăвĕ çакăнтан нумай килет.
Çакна шута илсе тĕпренчĕкĕмĕрсене тавралăха ытларах сăнама, çутçанталăка, этем чунĕн пуянлăхĕпе туллин паллаштарма тăрăшатпăр мар-и?
Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнче пурăнакан Надежда Виссарионовнăпа Валерий Николаевич Евграфовсем те хăйсен ачисемшĕн чунне парса пурăнаççĕ. Вĕсенче чăн-чăн ырă кăмăллăх, чунри ăшăлăх упранать. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратнă хыççăн, кĕçĕн хĕрне юлташ пултăр тесе, çак çемье икĕ ачана усрава илнĕ.
Валерияпа Вова - пĕр тăвансем. Вĕсем çемье ăшшине аван курса-туйса ỹсеççĕ. Хăйсем те ашшĕпе амăшне ырăпа тав тума тăрăшаççĕ. Валерия 8-мĕш класра вĕренет. Хĕрача вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пырать, килти хуçалăхра та ашшĕпе амăшне пулăшать.
- Валерия - ылтăн кăмăллă хĕрача. Аллисем пур ĕçре те çыпăçуллă: çыхма, тĕрлĕ мелпе тĕрлеме, ỹкерме, çав вăхăтрах юрлама, ташлама та ăста вăл, - тесе чунтан савăнать Надежда Виссарионовна.
Чăнах та, Валерия маттур хĕрача. Чиперук тĕрлĕ кружоксене çỹреме те ĕлкĕрет. Хăй пĕлтернĕ тăрăх, вăл рисованипе технологи предмечĕсене вĕрентекен Екатерина Антонова ертсе пыракан "Илемлĕх тĕнчи" кружока питĕ кăмăллать. Вĕрентекен пулăшса пынипе Лера шкулта, районта тата республикăра иртекен тĕрлĕ алĕç, ỹкерчĕк конкурсĕсене хутшăнать. Тĕслĕхрен, "Ман юратнă Илемпи" республика конкурсне хутшăнма пукане ăсталанă. Хĕрача унтан Дипломпа таврăннă. Унсăр пуçне Валерия районта иртнĕ "Свет Рождества" конкурсра 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Маттур хĕр ача хутшăннă пур конкурспа наукăпа практика конференцине асăнса пĕтереес те çук: "Манăн тăван ялăм", "EXCELSIOR-2017" ...
Валерия малашне те маттур та пултаруллă пуласса шанатпăр, унăн ĕçĕсем пире савăнтарсах тăччăр.
Н.КАШИНА,
библиотекарь
Источник: "Каçал Ен"