Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Раççей тỹпи" курав

11 апреля 2017 г.

 Чăваш Енре 2017 çул - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавна май Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем те кăçалхи çулталăка тĕпе хурса ĕçлеççĕ.

Çулталăк тăршшĕпех культура çуртĕнче çемье пултарулăхĕн "Папа, мама, я - лучшие самоделкины" ятпа тĕрлĕрен алă ĕçĕсен куравĕсем иртĕç. Акă, кунта Космонавтика кунне халалласа "Раççей тỹпи" ятлă курав уçăлчĕ. Асăннă курава Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Родионовсен çемйи хăйсем ăсталанă тĕрлĕрен самолетсен моделĕсене тăратнă. Унта истребитель, бомбардировщик, гражданла тата ытти самолет моделĕсем те чылай.

Сăмах май каласан, Петр Васильевич Родионов Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ачасене технологи, информатика предмечĕсемпе пĕлỹ илме пулăшать. Мăшăрĕ вара, Алена Леонтьевна, культура çуртĕнче тăрăшать. Вĕсен ывăлĕ, 11 çулхи Иван, ялти вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренет.

- Самолетсене эпĕ чи малтанах технологи урокĕсенче ачасене ăсталама вĕрентрĕм, каярах çак ĕçе çемьене те явăçтартăм. Модельсене эпир пенопластран каçхине, хуçалăхри ĕçсене вĕçлесен, ăсталама пуçлатпăр. Хăш чухне канмалли кунсенче те пушă вăхăт тупăнать. Ун чухне пĕри касать, тепри вара каснă пайсене пуçтарса çыпăçтарать, виççĕмĕшĕ эрешсемпе илемлетет. Ывăлăм та пире пулăшать, ĕçленĕ чухне вăхăт иртни те сисĕнмест, - терĕ çемье пуçĕ Петр Васильевич. - Халĕ вара пĕри сĕтел хушшине вырнаçсанах пурте ун çумне çыпăçатпăр.

- Кĕçĕн Çĕрпỹел культура çурчĕн алăкĕсем маттур çынсемшĕн яланах уçă. Алĕç выставкине хутшăнас текен пултаруллă çемье тата та чылай. Çывăх вăхăтра вĕсен ĕçĕсемпе те паллашăпăр, - терĕ культура çурчĕн заведующийĕ Альбина Любимова.

Асăннă курава апрель уйăхĕн юлашки кунĕчченех курма пулĕ. Ялти вулавăша тăтăшах çỹрекенсем унпа паллашма ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика