28 марта 2017 г.
Мартăн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунĕ. Ăна хальтерех çеç, 1999 çулта, уявлама пуçланă. Çĕр планета çинче пурăнакан çынсене çут тĕнчере илем, хỹхĕмлĕх пуррине аса илтерме çул панăскере, Аслă Çĕрпỹел вулавăшĕнче те манмаççĕ. Çак каç унта сăвă вулама тата шăрçалама юратакансем пухăнчĕç.
Поэзи каçĕ илемлĕ юрăран пуçланчĕ. Унтан пухăннисем чăваш сăвăçисен пултарулăхĕпе киленчĕç. Вĕренекенсем вĕсене Р.Сарпин, А.Родионован, А.Любимован сăввисене вуласа пачĕç.
Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Наци библиотеки "Пирĕн хушăмăрти поэтсем" ятлă конкурс ирттерет. Çавна май Е.Акчурина, сăвă ăсталама кăмăллаканскер, жюри умне ĕçĕсене тăратиччен, ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл турĕ. Каласа хăварам, вăл хайланă йĕркесемпе хальхи эстрада юрăçисем те усă кураççĕ. Вĕсенчен пĕри - Александр Васильев. Вăл шăрантаракан "Çук, тĕлĕк мар" юрра пурсăмăр та хаваслансах итлетпĕр. Çак каç та, акă, В.Казаковăпа В.Калюканова Акчурина çырнă "Тăван тавралăх" юрра пухăннисене юрласа пачĕç. Ун хыççăн Р.Осипова чунĕ туртнипе çырăннă йĕркисене вуларĕ. Палăртмалла, сăвăсем кашнинех килĕшрĕç.
Аслисенчен çамрăксем те кая юлмаççĕ. Поэзи каçĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕн вĕренекенĕ В.Любимова хайланă сăвва пухăннисем тимлĕ итлесе ларчĕç. Асăннă шкулта 7-мĕш класра вĕренекен С.Никитина вуланă йĕркесем кашнине куççульлентерчĕç.
Поэзи каçĕ кăмăллă иртрĕ.
Г.РОДИОНОВА.
Аслă Çĕрпỹел ялĕ
Источник: "Каçал Ен"