05 августа 2016 г.
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас кăмăллисенчен июлĕн 29-мĕшĕнче заявлени йышăнма чарăннине пĕлтернĕччĕ. Комсомольски пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕ тăрăх августăн 2-мĕшĕнче çак кандидатсене регистрациленĕ:
Александр Михайлович ВАСИЛЬЕВА, ăна Пĕтĕм Раççейри "КОММУНИСТИЧЕСКАЯ ПАРТИЯ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. Вăл 1961 çулта çуралнă, пуçламăш техника профессийĕн пĕлĕвне илнĕ, Канаш хулинче пурăнать, санитар-водительте ĕçлет.
Юрий Алексеевич ПОПОВА, ăна Пĕтĕм Раççейри "ЕДИНАЯ РОССИЯ" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. 1961 çулта çуралнă, аслă пĕлỹллĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Кỹкеç поселокĕнче пурăнать.
Саккунпа килĕшỹллĕн палăртнă вăхăтчен (июлĕн 29-мĕшĕнчи 18 сехетчен) документсене туллин тăратманнине пула "Российская партия пенсионеров" политика партийĕн регионти уйрăмĕ сĕннĕ Николай Алексеевич МИХЕЕВА тата "Чувашское региональное отделение политической партии "ПАТРИОТЫ РОССИИ" суйлав пĕрлешĕвĕ сĕннĕ Владислав Дмитриевич СОЛДАТОВА Комсомольски территориллĕ суйлав комиссийĕ регистрацилеме килĕшмен.
Источник: "Каçал Ен"