05 августа 2016 г.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнассине пропагандăлас, спорт ăсталăхне ỹстерес тата чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе августăн 13-мĕшĕнче, йăлана кĕнĕ тăрăх, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Физкультурник кунне халалласа ăмăртусем иртеççĕ. Унта ял тăрăхĕсен, вăтам шкулсен, организацисемпе предприятисен командисем хутшăнма пултараççĕ.
Программăра:
- çăмăл атлетика: 100, 400, 800 метра чупасси (арçынсем); 100, 400, 800 метра чупасси (хĕрарăмсем); 60, 400 метра чупасси (40 çултан тата 60 çултан иртнĕ ветерансем); эстафета (район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕ);
- волейбол (арçынсемпе хĕрарăмсен командисем);
- мини-футбол (организацисемпе ял поселенийĕсен командисем (8 çын);
- винтовкăран тĕл пересси (ертỹçĕсемпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем);
- шашкăлла вылясси;
- чушкăлла вылясси;
- ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем тата ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем футболла вылĕç.
Хатĕрленмелĕх вăхăт пур. Пурне те августăн 13-мĕшĕнче стадиона йыхравлатпăр. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисем тата медальсем кĕтеççĕ. Врач тата команда тăратакан организацин ертỹçи çирĕплетнĕ заявкăсене ăмăртăва килнĕ чухне илсе пымалла. Кăсăклантаракан ыйтусемпе 5-12-99 номерпе шăнкаравлама пулать.
В.НИКОЛАЕВ,
"Кĕтне" ФСК директорĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ
Источник: "Каçал Ен"