09 августа 2016 г.
Комсомольски пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕ тăрăх августăн 5-мĕшĕнче çак кандидатсене регистрациленĕ:
Николай Аркадьевич КАШИРИНА, ăна Раççейри "Политическая партия ЛДПР - Либерально-демократическая партия России" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ сĕннĕ. Вăл 1972 çулта çуралнă, пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹллĕ, Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче пурăнать, А.Н.Никифоров уйрăм предпринимателĕн суту-илỹ центрĕн администраторĕ. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ ăна çавăн пекех Комсомольски пĕр мандатлă суйлав округĕ тăрăх партин 1-мĕш списокне те кĕртнĕ;
Валерян Никандрович ТЕПЛОВА, ăна "Региональное отделение Политической партии СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ в Чувашской Республике" суйлав пĕрлешĕвĕ сĕннĕ. 1949 çулта çуралнă, аслă пĕлỹллĕ, пенсионер, Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялĕнче пурăнать. Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ ăна та Комсомольски пĕр мандатлă суйлав округĕ тăрăх партин 1-мĕш списокне кĕртнĕ;
Елена Николаевна СУДЯКОВĂНА, ăна "Российская объединенная демократическая партия" "ЯБЛОКО" политика партийĕн уйрăмĕ сĕннĕ. 1973 çулта çуралнă, аслă пĕлỹллĕ, вăхăтлăха ĕçлемест, Шупашкар районĕнчи Кỹкеç поселокĕнче пурăнать;
Александр Васильевич ТИХОНОВА, кандидатурине вăл хăй тăратнă. 1968 çулта çуралнă, аслă пĕлỹллĕ, Комсомольски тĕп район больницин шăл тухтăрĕ, Аслă Çĕрпỹел ялĕнче пурăнать.
Çапла вара Комсомольски пĕр мандатлă 4-мĕш суйлав округĕ тăрăх сĕннĕ сакăр кандидатран улттăшне регистрациленĕ, вĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулассишĕн пыракан суйлава хутшăнĕç.
Комсомольски тĕп суйлав комиссийĕ.
Источник: "Каçал Ен"