12 июля 2016 г.
Июлĕн 8-мĕшĕ - Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Ăна 2008 çултанпа, Раççей Президенчĕ ятарлă указа алă пуснăранпа, паллă тăваççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем июлĕн 8-мĕшĕнче çемье телейне хỹтĕлекен çветтуйсене - Муромри Петĕрпе Февроние асăнаççĕ.
"Çветтуй Петĕрпе Феврони, 13 ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче пурăннăскерсем, тĕн йăлисене çирĕп пăхăннă, тасалăхпа чыслăха тĕпе хунă, хурлăхпа савăнăçа пĕрле пайланă, хăйсен юратăвне ĕмĕр тăршшĕпех сыхласа хăварнă, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартнă..," - çакăн пек сăмахсенчен пуçланчĕ районти тĕп библиотекăра иртнĕ уяв. Кунта Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче, алла-аллăн чылай çул пĕрле утакан виçĕ мăшăра - Комсомольски, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕсенче пурăнакан Мария Дмитриевнăпа Геннадий Илларионович Перепелкинсене, Елена Ивановнăпа Иван Григорьевич Семеновсене, Зоя Владимировнăпа Лев Яковлевич Черновсене- "Юратупа шанчăклăхшăн" медальсемпе чысларĕç. Çак çемьесене ял-йыш хисеплет, хăйсен хастар ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ вĕсем, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Уява район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕ, тĕп библиотека, централизациленĕ клуб системи тата "Хĕрарăмсен совечĕ" обществăлла организаци çỹллĕ шайра ирттерчĕç. Ертсе пыраканĕсем Валентина Боровкова библиотекарь, Валентина Курицына пулчĕç. Социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалисчĕ Ирина Долгова, ЗАГС начальникĕ Ольга Федотова, районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына мăшăрсене ăшшăн саламларĕç, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Комсомольски тата Аслă Çĕрпỹел ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хăйсен тăрăхĕнче пурăнакан çемьесемпе мăнаçланнине, вĕсенчен тĕслĕх илнине каларĕç, мăшăрсене саламласа вăрăм кун-çул, тăнăç пурнăç сунчĕç. Вĕсен саламĕсем çумне наградăна тивĕçнисен ачисемпе мăнукĕсем, ĕçтешĕсем те хутшăнчĕç, чун ăшшине, йăл куллине парнелерĕç. Çỹçĕсене кĕмĕл тĕс çапнă мăшăрсем çавра сĕтел хушшинче хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç, çемьери килĕшỹлĕх вăрттăнлăхне уçса пачĕç, çамрăксене ачаш та çепĕç туйăмсене куç шăрçи пек упрама сунчĕç. Кашни çемьен - хăйĕн пысăк историйĕ, кĕнеке çырмалăх та çитет пуль.
Акă, Перепелкинсен çемйи... Вĕсене районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Иккĕшĕ те Патăрьел районĕнчен тухнăскерсем, Комсомольскинче пурăнса çемье çавăрнă. Перепелкинсем иккĕшĕ те - вĕрентекенсем. Мăшăр вĕренỹ сферинче чунне парса тăрăшнăшăн пĕрре мар Хисеп грамотисене, тĕрлĕ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Перепелкинсем икĕ хĕре - Надеждăпа Инессăна - тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Надежда ашшĕпе амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Вăл ачасене пĕлỹ парать, мăшăрĕ - Андрей Александров - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ. Инесса юридици факультетне пĕтернĕ. Вăл Мускав хулинче адвокатра тăрăшать.
Елена Ивановнăпа Иван Григорьевич Семеновсем те пурнăç сукмакне 50 çул пĕрле такăрлатаççĕ. Вĕсем Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Иван Григорьевича Канашри механизаци училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Казахстана çĕнĕ çĕрсем уçма янă. Свердловск хулинчи ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ вăл. 25 çула яхăн Комсомольскинчи "Сельхозтехникăра" тĕп инженерта ĕçленĕ. Мăшăрĕ, Елена Ивановна, хăйĕн профессине пĕрре те улăштарман. Пурнăç тăршшĕпех Комсомольски райповĕнче тăрăшнă. Семеновсем хĕрпе икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ. Çакăнта мар-и вара вăл телей?
Зоя Владимировнăпа Лев Николаевич Черновсем вара пĕрлешнĕренпе 45 çул çитнине паллă тăваççĕ. Çемье пуçлăхĕ Йăвашкел ялĕнче çуралса ỹснĕ. "Красный Октябрь" колхозра трактористра, бригадирта ĕçленĕ. 1990 çулсенче колхоз саланнă хыççăн вăл вырăнти культура çуртĕнче директорта ĕçе кỹлĕннĕ. Мăшăрĕ, Зоя Владимировна, Улатăр районĕнче çуралса ỹснĕ. Ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтра "Красный Октябрь" колхозра практикăра пулнă. Çакăнта паллашнă пулас мăшăр. Лев Николаевич хĕсметрен таврăннă хыççăн вĕсем пĕрлешнĕ. Çемьере ăнланулăх, килĕшỹ хуçаланнăран вĕсем те, ачисем те, мăнукĕсем те телейлĕ. Черновсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи куна вĕсем ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Перепелкинсем, Семеновсемпе Черновсем - ачисемшĕн çеç мар, районта пурăнакансемшĕн тĕслĕх пулса тăракан çемьесем. Çакна вĕсем пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илсе ун тăрăх сумлă утма, юратупа шанчăклăха упраса хăварма пултарнипе, ĕçченлĕхпе тивĕçнĕ.
Н.АРХИПОВА
Источник: "Каçал Ен"