13 мая 2016 г.
Информкунра Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджет политикин тĕп тĕллевĕсене тата экономи аталанăвне стимул пама йышăнакан мелсене, халăхăн ырлăх-пурлăхне лайăхлатассине сỹтсе явма палăртнă.
Унсăр пуçне информаци кунĕнче çуллахи каникулта ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелессине, ĕçе вырнаçтарассине, çурхи-çуллахи вăхăтра республика территорийĕнче пушар хăрушсăрлăхне йĕркелессине сỹтсе яваççĕ, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусене уçăмлатаççĕ.
Пирĕн района Информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов ертсе пыракан ушкăн килет. Информушкăнсем районти ял тăрăхĕсене, ĕç коллективĕсене çитĕç. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултараççĕ. Унпа пĕрлех район администрацине йышăнăва килме май пур.
Источник: "Каçал Ен"