22 апреля 2016 г.
Ача-пăча кĕнекин кунне пирĕн çĕршывра пĕрремĕш хут 1943 çулта уявланă. Çак уяв пуçаруçисем - Людмила Дубровина тата Лев Кассиль çыравçăсем.
Нумаях пулмасть Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче ача- пăча кĕнекин эрнелĕхĕ иртрĕ. Çак вăхăтра ачасем хушшинче тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем, калаçусем пулчĕç. Класс ертỹçипе шкул библиотекарĕ кĕнеке пичетлесе кăларасси çăмăл ĕç маррине каласа пачĕç. Аслăраххисем "кавир-самолет çине ларса" юмах тĕнчинче пулчĕç, викторинăра тупăшрĕç. "Асамат кĕперĕ" ушкăна çỹрекенсем "Тупмалли юмах арчине уçсан…" вăййа хутшăнчĕç. Снежана Ильина, Оля Григорьева, Виктория Петрова, Ангелина Григорьева кĕнекесене тирпейлерĕç. Эрнелĕх ачасен кăмăлне кайрĕ, вĕсем кĕнеке тĕнчипе татах та çывăхланчĕç.
Н.КАШИНА,
аслă вожатăй
Источник: "Каçал Ен"