01 апреля 2016 г.
Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин Аслă Çĕрпỹелĕнчи Н.Ф.Любимов фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Паянхи куна хуçалăхра 110 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Çитес çулсенче кĕтỹ йышне 200 пуçа çитересшĕн.
Нумаях пулмасть вара фермер хуçалăхĕ çĕнĕ йышши ăратлă ĕнесем туяннă. Çак çĕнĕ ăрата вырăссен хура-ула тата Индири зебу ăрачĕллĕ йăхсене пĕтĕçтерсе кăларнă, вĕсен сĕчĕ çуллăрах. Зебупа хутăш ăратлă 40 пуç ĕнене тата вăкăра Мускав облаçĕнчен кỹрсе килнĕ. Çав ĕнесенчен 25-шĕ пăрулама та ĕлкĕрнĕ. Йĕкĕреш пăрусем те пур. Апла пулсассăн йыш хăвăрт ỹсесси куçкĕрет. Паянхи куна кашни ĕнерен вăтамран 13 килограмм сĕт суса илеççĕ. Пĕр килограмне 18 тенкĕ те 50 пуспа сутаççĕ, çу шайĕ 4,8 процентран ытларах пулсассăн - 26 тенкĕпе.
Фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх усрамалли витесене реконструкциленĕ, юсаса çĕнетнĕ. Сĕт упрамалли ятарлă холодильник лартнă. Выльăхсене апат парассине, каяшсене илсе тухассине механизациленĕ.
Источник: "Каçал Ен"