Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тятук аппа пуçне усмасть

15 марта 2016 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă ахрăмĕ асран тухман-ха. Ватăсем çав тискер вăхăта аса илеççĕ. Вăрçăран таврăнайман тăванĕсене асра тытаççĕ. Шкул ачисем вĕсене хисеплесе тĕлпулăва чĕнеççĕ, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ. Акă, нумай пулмасть Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи вăтам шкулти 5-мĕшпе 6-мĕш классен ачисем Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче тылра вăй хунă Татьяна Евгеньевна Медведевăпа тĕл пулчĕç.

- Эпĕ телейлĕ хĕрарăм. Ман тавра юратнă ачасем, мăнуксем,- тесе пуçларĕ хăй калаçăвне Татьяна Евгеньевна.

Чăнах та пуян Тятук аппа (ăна ялта çапла хисеплесе чĕнеççĕ). Анчах та çак телейлĕ пурнăçшăн чылай терт-нушине курнă вăл.

- 1941 çултанпа вăхăт чылай иртрĕ пулсан та, çав тапхăр яланах куç умĕнче. Ун чухне Йăвашкел тата Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕсем хушшине кĕпер хывасси пирки калаçатчĕç. Эпир, 13 çулхи ачасем, шкула чупаттăмăр, малалла вĕренме каяс ĕмĕт пурччĕ, - тесе малалла тăсрĕ калаçăвне Тятук аппа.

Анчах та хаяр вăрçă ĕмĕтсене татнă. Татьяна Евгеньевна çул хывма хутшăннине, вăрман каснине, фронта валли алса-нуски çыхнине, кăмакара çĕр улми тураса типĕтнине аса илчĕ. "Хамăр тутă-и, выçă-и, мĕн вăй çитнĕ таран фронта пулăшма тăрăшнă. Тем те курнă ĕнтĕ... Вăрман касма кайсан туратсенчен кăвайт чĕртеттĕмĕр те ăшăнаттăмăр. Шăм-шак ăшăнсан лайăх пулатчĕ. Ывăннипе лĕпсĕрех каяттăмăр. Тĕлĕрсе те илеттĕмĕр. Тĕлĕксенче яланах мирлĕ пурнăç курăнатчĕ. Çĕнтерỹ пирки шухăшланă, - аса илет Тятук аппа. Çак сăмахсене илтнĕ хыççăн ачасен куçĕсем шывланчĕç. Вăрçă ачисем мĕнле асап кăна тỹсмен пулĕ.

Ачасем Татьяна Евгеньевнăна Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламларĕç. София Никитина хăй çырнă сăввине вуласа пачĕ. Тятук аппа 88 çулта пулин те, паянхи кун та нимĕç чĕлхипе 100 таран шутлать. Ачасене вăл тăрăшса вĕренме, çитĕнỹсем патне ăнтăлма, аслисене хисеплеме сунчĕ.

Н.КАШИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика