Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуккине мар, пуррине курса ỹсеççĕ

22 января 2016 г.

"Урама тухрăм, ял витĕр утса тухрăм - пĕр çынна та курмарăм. Ялти çынсем вилсе пĕтнĕ тейĕн. Пỹрте кĕтĕм те компьютер умне лартăм, "Одноклассникине" кĕтĕм. Ак тамаша, ялĕпех кунта иккен!"

Интернетри статусран илнĕ йĕркесем.

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр... Çĕр çинче пурăнакан çамрăк ăру хальхи саманара мĕнпе интересленет? Мĕне хаклать, пурнăç çине еплерех пăхать, мĕн пирки ĕмĕтленет? Хальхи çамрăксем веçех пăсăлнă, вĕсене сăра-эрех, чĕлĕм, наркотик кăна интереслентерет, малашлăх пирки шухăшлама пĕлмеççĕ текенсем те тупăнĕç. Пурне те пĕр виçепе виçме ан васкăр.

Паллах, паянхи кун çамрăксемшĕн пĕрремĕш интерес вăл - Интернет. Пĕтĕм тĕнчери серепе пурне те пăхăнтарчĕ, пурнăçра тарăн тымар ячĕ. Кашни çемьере - нетбук, планшет, ноутбук. Кашнин аллинчех кĕсье телефонĕ. Пурте пĕр-пĕринпе Интернет урлă хутшăнаççĕ, виртуаллă темиçе тĕнчере пурăнаççĕ. Ачасем техника ĕмĕрне самай пысăк утăм тунинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Вĕсем, унчченхисемпе танлаштарсан, пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума пултарнипе уйрăлса тăраççĕ. Икĕ çулхи пепке планшетпа е айфонпа ĕçлеме пĕлет, пиллĕкри аслисене те тĕрлĕ кăткăслăхпа усă курма вĕрентеет. Тата та аслăраххисем вара пĕр вăхăтрах юрă итлеме, телефонпа калаçма, урок тума тата Интернета сăн ỹкерчĕк вырнаçтарма пултараççĕ. Тăван чĕлхепе калаçас вырăнне социаллă сетьсенче вырăсла çырса хутшăнаççĕ.

Çакна пĕрре те хирĕçлеймĕн: Интернетăн пурнăçри витĕмĕ çав тери пысăк, ăс-тăна пуянлатать, тавракурăма ỹстерет, çĕнĕ туссем тупма та пулăшать. Унпа усă курса çемье çавăрнисем те сахал мар. Мĕн кăна пĕлместпĕр-ши ун урлă? Те тĕрĕс ĕнтĕ хыпарĕ, те суя - Интернет пурне те çăтать. Çапла, хальхи çыхăну хатĕрĕсем пурнăçа ытларах кĕрсе пыраççĕ. Анчах та çын çынпа куçа-куçăн сахалрах хутшăнни уççăнах куçкĕрет. Мĕн тăвăн, самани çапла. Хăшĕ-пĕри талăкĕ-талăкĕпе унтан тухмасть тейĕн, çамрăксем кăна-и? Самай аслăраххисем те компьютер умĕнчен каймаççĕ. Апла пулсан çамрăксене мĕншĕн вăрçмалла?

Интернетра вăл е ку информаци шыранă чух çамрăксемпе ачасем килĕшỹсĕр сăн ỹкерчĕксемпе çаппа-çарамассене те тĕл пулаççĕ. Курманнин курас килет тенĕ пек кăсăклансах паллашаççĕ вĕсем. Юрать-ха ачасене çакăн пек ăпăр-тапăртан хỹтĕлекен ятарлă программăсем туса хатĕрлерĕç. Çак программăпа усă курни шыравра усал япаласенчен сирме май парать. Анчах та килти компьютерсенче вăл программăсене лартман. Кĕсье телефонĕсенчи Интернет та хỹтĕлемест. Телевидени, радио передачисене, журналсен хуплашкисем çине тĕрлĕ ỹсĕм шайне пăхса ятарлă паллăсемпе (10+ е 16+) усă курма пуçларĕç. Хăш-пĕр илемлĕ литература кĕнекисем çинче те çакна асăрхама пулать.

Киосксене сăнăр-ха тата. Кунта, каламасăрах паллă, темĕн те сутаççĕ. Куç тĕлне чăн малтанах мĕнле хаçат-журнал кăларса хураççĕ? Çара кĕлеткеллисене. Кашни килен-каян çак майрасене курса "киленет". Çакăн пек ỹкерчĕксем хулара утăмсерен. Хăнăхрăмăр, тĕрĕсрех, хăнăхтарчĕç пулĕ. Çитĕнекен ăру çакăн пек "çимĕçпе" ăса кĕнĕшĕн кама айăплар? Киоск хуçине-и?

Ара, ача садĕнчи пĕр воспитатель каланă тăрăх, шĕвĕрккесем те чей-компота шакка-шакка, "тав тусах", хăшĕ-пĕри тата çỹçеннĕ пек туса кăтартсах ĕçеççĕ тет. Камран вĕренеççĕ - аслисенчен паллах. Халь вĕт ĕçкĕ-çикĕсене тăтăш ирттеретпĕр. Ачасене хамăртан ниçта та хăвармастпăр. Пирĕнпе пĕр кĕрекерех лараççĕ, пурне те сăнаççĕ, кураççĕ. Сок кăна ĕçеççĕ пулсан та аслисем пĕрле шаккама сĕнеççĕ. Туй-çуй мыскарине те курса киленеççĕ. Ара, тамадасем мĕн пуçĕ кăна кă-тартмаççĕ, салтăнтараççĕ, тăхăнтартаççĕ, упалентереççĕ...

Ĕлĕк нихăçан та ачасене пĕрле илсе çỹремен. Виç-тăват кунлăха хăнана кайнă пулсан та кỹршĕ-арша е кама та пулин ятарласах шанса улаха хăварнă. Хам та астăватăп, пĕччен нихăçан та юлман, йышлă ача пулнă. Апатне те пĕçерсе паратчĕ, выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă киле юлнă çын. Эпир нихăçан та аслисемпе кайма анратман та, йăлăнман та. Юраманнине пĕрре каланипех картса хунă та шарламан текех. Килте хăна пуçтарсан вара е кỹрше каçнă, е кăмака çинче шăп çеç ларнă. Пĕр кинемей каласа пани асра. Туй килмелле пулнă вĕсем патне. Ку хайхискер сĕтел айне пытанса ларать, кĕте-кĕте çывăрсах каять. Туй шавĕ те вăратайман пĕчĕк чуна. Çапла, ача-пăча ун пек чухне ал айĕнче явăнса çỹремен. Аслисем хăна пуçтарсан ашшĕ-амăшне пулăшнă паллах.

Ỹснĕçем самана улшăнчĕ. Ялсенче ача-пăчан хаваслă сасси сайра илтĕнет. Пĕр-пĕрин хушшинчи чĕрĕ калаçу та питĕ кĕске. Ытларах телефон урлă хутшăнатпăр. Мĕн-тĕр ыйтмалли пулсан кỹрше е тăван патне йăпăрт кăна çитсе килес вырăнне телефонпа шăнкăравлатпăр та ыйту татăлнă та. Чăн та, кунран-кун çĕнелсе, аталанса пыракан пурнăçăмăрта çынни нумай вĕт. Çĕнĕ техника тата технологисем этеме робота çавăрма пуçларĕç. Телевизор пăхнă чух ăна ĕлĕкхи пек тăрса каналсене куçарма ỹркенетпĕр, пульт çине çеç пускаласа ларатпăр. Çакăн пек çăмăллăх чылай.

Çуллахи вăхăтра е кану кунĕсенче ял çынни ир тăмасть. Пахча-çимĕç те ытлашши лартасшăн мар, выльăх-чĕрлĕхне те усрасшăнах мар ашшĕ-амăшĕ - усси сахал имĕш. Ĕçе вĕрентни усăллă мар-шим? Ачана пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармасан, пурнăçра тĕрĕс вырăн йышăнма вĕрентмесен, мал ĕмĕтлĕ пурнăçшăн ăнтăлас туйăма хускатмасан ăçтан ăнăçу пултăр? Путаканăн çăлăнасси пĕтĕмпех хăйĕнчен килет теççĕ вырăссем.

Шкулта ĕçленĕ май тата мĕн асăрхама пулать-ха? Чылайăшĕ киле панă ĕçе питĕ тĕплĕ туса килет, хăшĕ - çиелерех. Анчах та тепри пач та тумасть, тăваймарăм тесех хуравлать. Ашшĕ-амăшĕ те пулăшайман, мĕншĕн тесен пĕлмеççĕ иккен. Ансат ĕçе тума май килтереймен. Ачăрсенчен намăс мар-и? Шкулта вĕренмен-ши аттепе анне темеççĕ-ши? Пĕррехинче тата чарусăр ача пирки ашшĕпе калаçма май килчĕ. Ара, амăшĕ каланине ним вырăнне те хумасть те. Тепĕр кунне тархасласах амăшĕ ачи пирки япăххине кил хуçи умĕнче тек калама хушмарĕ. Мĕншĕн тесен ашшĕн воспитани ĕçĕ питĕ кĕске пулнă. Стена çумне çапа-çапа янă, намăс сăмахсемпе ирсĕррĕн кăшкăрса пăрахнă та амăшĕ çине сиксе ỹкнĕ. Малаллахи ĕç-пуç тата та шалах кĕрсе кайнă, пĕр-пĕрне ăс кĕртме пикеннĕ. Мĕнле сăмахсемпе пĕр-пĕрне хаклани каламасăрах паллă. Йỹçек пылак мар, çăвара тутă кĕртмест çав. Ачасем çакна йăлтах кураççĕ, ăса хываççĕ. Учительсемпе воспитательсем тем чухлĕ вăй хурсан та, çемье хастар пулăшмасан, унăн вăйĕ палăрмасан, воспитани ĕçĕнче ăнăçусем тума йывăр.

Çавăнпа та ачасемпе ларма вăхăт çук тесе ỹпкелешсе калаçни те, пурнăç çине тиркевлĕн пăхни те вырăнсăр. Кăмăл пулсан, кирек мĕнле ашшĕ-амăшĕ те ачисемпе калаçма, вĕсем хăйсене мĕнле тыткаланине хаклама вăхăт тупатех.

Сывлăхран пирĕн пĕтĕм пурнăç мĕнле пулни килет. Пирус туртакан, эрех ĕçекен çын хăйĕн сывлăхĕ пирки пачах та манса каять. Çак наркăмăш мĕн ĕлĕк-авалтан çынсен сывлăхне пĕтернĕ. Паянхи кун та этем эрехпе аптрать, пурнăçне аркатать. Пур çĕрте те кашни кунах эрех ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ арçынна е хĕрарăма курма пулать. Вĕсем яланах юлашки укçине пуçтарса эрех тупĕç. Сивĕ-и е ăшă-и тулта - урамсенчи карта çумĕнче е хапха патĕнче ỹсĕр çын выртнине курма пулать. Хăйсем çинчен шутламаççĕ пултăр, ачисем çинчен те манса каяççĕ-çке. Ашшĕпе амăшĕ эрех ĕçнишĕн кулянакан ачасене куратăн. Вĕсем çине пăхсан, калаçсан чун ыратать! Начар-и вăл çемье çирĕп пулни, ачасем савăнни, аттепе анне юратни? Паллах, çук. Сывлăх пулсан этем телейлĕ, лайăх пурнăç та çумрах - укçи те çителĕклĕ, çемье те çирĕп пулĕ. Темле йывăр лару-тăруран та тапаланса тухма пулать, темле шăтăкран та хĕвел пайăркине курса лайăх пурнăçшăн, сывлăхшăн, телейшĕн кĕрешме май пур.

Юрĕ, саккунĕсене эпир йышăнмастпăр. Анчах та пирĕн кашнийĕнех хамăрăн алăпа çырман, сасăласа йышăнман шалти сасă - совĕç пур-çке! Вăл мĕн чухлĕ япалана пĕтĕçтерет: апла тума чарать, капла тума хушать... Унăн сасси чан сасси евĕр пулмалла. Çук пулсан, анекдотри пек, эпир ăна 2-мĕш класрах ластикла улăштартăмăр пулать çав. Халĕ шыраса каялла тавăрса пăх-ха.

Ан тĕлĕнĕр çамрăксем пăсăлнишĕн. Вĕсем çуккине мар, пуррине курса ỹсеççĕ.

С.КУЛАКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика