22 января 2016 г.
Чăваш Енри виççĕмĕш ача çуратакансене паракан 100 пин тенкĕ капитала илмелли условисене пăхса тухнă. Аса илтерер: ăна пирĕн республикăра виççĕмĕш ача çуратакансене е шăпăрлансене усрава илекенсене 2012 çултанпа пама тытăннă.
Малашне ку капитала сахал тупăшлă çемьесене çеç парĕç. Саккунпа килĕшỹллĕн, ăна 2016 çул вĕçĕччен илме май пур. Анчах 2015 çул вĕçĕнче, раштавăн 24-мĕшĕнче, саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çапла 100 пин тенке сахал тупăшлă çемьесене çеç парĕç.
Республикăри амăшĕн капиталне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, ачана вĕрентнĕ çĕре яма юрать. Саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшỹллĕн, халĕ унпа ачана общежитире пурăнтарнăшăн та тỹлеме юрать.
Источник: "Каçал Ен"