Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейлĕ Санька аппа

07 ноября 2015 г.

Ăшă та таса чунпа пурăнать Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи 82 çулхи ĕç ветеранĕ Александра Гурьевна Димитриева. Ял-йышра кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе чыс-хисепе тивĕçнĕ Санькка аппа пирки унпа курнăçса сăмах вакланă кирек хăш çын та çапла калама пултарать.

- Ачалăхăм вăрçă çулĕсенче иртрĕ. Каярахпа та пурнăçăм çăмăлах пулмарĕ. Халĕ вара ырлăхра пурăнатăп. Пурте пур. Пенси укçине вăхăтра параççĕ. Ăçта каймалла - транспорт хапха умĕнче. Кĕрĕк çаннине йăваласа ларас килмест килте, - калаçу çăмхине майĕпен сỹтрĕ Александра Гурьевна.

- Чăнах та, пĕртте ĕçсĕр лармасть. Эпир ĕçре чухне килти хуçалăха ăна шанса хăваратпăр: апатне пĕçерсе хурать, чăх-чĕппи те, выльăх-чĕрлĕхĕ те тутă, - хушса хучĕ тĕп килте пурăнакан Федя ывăлĕ.

- Пире нуши-терчĕ мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарнă-çке. Вăй-хал пур чухне сỹрĕкленес мар-ха, - хăпартланмасăр калаçрĕ сакăр теçеткери хĕрарăм.

Вăрçă хыççăнхи тапхăрта ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлỹ илнĕ Санькка. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Красин ячĕллĕ колхозăн Хирти Шăхасан вĕçĕнчи аслă çул хĕрринче вырнаçнă чăх-чĕп ферминче ĕçлеме кăмăлланă. Настя ятлă çывăх тантăшĕпе иккĕшне тăрăшуллă ĕçленĕшĕн преми вырăнне чĕпсем парса та хавхалантарнă. "Астăватăп-ха, çакăншăн питĕ савăннăччĕ", - аса илет Александра Гурьевна.

1947 çулта шкултан вĕренсе тухнă çамрăк Санькка хуланалла талпăнман. Вăл 5 ачаллă çемьере ỹснĕ. Ашшĕ - Гурий Иванович, вăрçăран йывăр суранпа таврăннăскер, чирлекелесех тăнă. Тен, çавăнпах юлнă яла. Вунпиллĕкри хĕр сысна фермине ĕçлеме вырнаçнă. Александра Лукиянова ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн ăшă сăмаха пĕр хутчен мар илтнĕ. Сысна амисене çăвăрлаттарас ĕç пысăк яваплăх ыйтнă, çавăнпа та çывăрман каçсем те сахал мар пулнă. Пĕр çулхине сысна çурисене тĕрĕс-тĕкел упраса хăварнăшăн колхоз правленийĕ Александра Лукияновăна тăватă çура парса чысланă.

"Сысна çурисене хам пăхакан ушкăнранах пачĕç. Çутă та яка. Килтисем çакăн чухлĕ çурана усраймастпăр терĕç. Нумай шутласа тăмарăм, тăваттăшне те михĕсене чикрĕм те, Скворцова хушаматлă Улькапа калаçса килĕшсе, лашапа хальхи Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçне пасара тухса кайрăм. Ман çурасем лайăх хакпа сутăнчĕç. Укçи-тенкипе йăлтах хам валли тăхăнмалли япаласем туянтăм", - каласа парать Александра Гурьевна.

Таса чунлă, ĕçчен те сăпайлă, чипер хĕре ял каччисем куç хывнă, паллах. Анчах Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи 25-ри яштака Федор Димитриев ыттисенчен маттуртарах пулнă. 1954 çулхи пĕр каç вăл малтан калаçса татăлмасăрах 21 çулти Саньккана лаша лавĕ çине лартса хăйĕн килне илсе кайнă. Çапла вара ялта тепĕр çемье чăмăртаннă.

Çамрăк мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухма тĕв тунă. Çурт пурине вара юнашар вырнаçтарма шутланă.

"Кунта ĕлĕк раскулачить тунă аслаçăрăн арманĕ ларнă. Кун пек вырăнта çурт çавăрма хушмаççĕ, пурнăçăр ăнмасть, - тенĕ тĕшмĕше ĕненекен тăва-нĕсем. Ялта колхоз ĕçне хутшăнман икĕ кил-хуçалăх пахчисене касса уйăрнă участокра йывăç пурапа çурт-йĕр çĕклесе лартрăмăр, - аса илет Александра Гурьевна. - Паянхи кун та хĕсĕк пирĕн пахча".

Тепĕр вунă çултан йывăç пỹрт вырăнне кирпĕчрен çурт туса лартнă. Кирпĕч заводĕнче яваплă должноçра ĕçленĕ йăмăкĕ питĕ пулăшрĕ, тет Санькка аппа. Юлашки çулсенче вара пĕрле пурăнакан Федор ывăлĕпе мăшăрĕ тĕп çурта кермен пек анлăлатнă. Пурăнмалли условисем хуларинчен пĕртте кая мар.

Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи Димитриевсем сакăр ача пăхса çитĕнтернĕ. Нумай ача амăшне патшалăх 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ "Ача амăшĕн мухтавĕ" медальсемпе, 2-мĕш тата 3-мĕш степеньлĕ "Ача амăшĕн мухтавĕ" орденсемпе наградăланă.

Ачисем пурте малалла вĕренсе професси илнĕ: Владимир, Василий, Федор - энергетиксем, Валерий - агроном, Антонина - педагог, Елена - связист, Александр - строитель. Питех те шел, вĕсен ашшĕ вунпилĕк çул каялла, Çĕнĕ çулхи каç, вăхăтсăр уйрăлса кайнă. "Красный Октябрь" колхозра нумай çул автомеханикра вăй хунă Федор Димитриевича ял-йыш паянхи кун та ырăпа асăнса пурăнать.

Александра Гурьевна - телейлĕ те пуян хĕрарăмсенчен пĕри. Унăн 17 мăнук тата мăнукĕсен 12 ачи. Тăван киле пурте пуçтарăнсан йыш 50 çынран та иртет.

Çын хыççăн йĕр юлса пырать пулсан, çав çын - телейлĕ.

К. ДМИТРИЕВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика