03 ноября 2015 г.
Октябрĕн 31-мĕшĕнче Аслă Çĕрпỹел вăтам шкулĕн волонтерĕсем И.М. Сиразетдинов участковăйпа пĕрле "Урă водитель" акци йĕркелерĕç. Çак вăхăтра автомашинăпа çула тухнисемпе тĕл пулчĕç, калаçу ирттерчĕç, тĕп ыйту çине хурав пама ыйтрĕç.
- Эсир çынсем руль умне ỹсĕр ларнине епле хаклатăр? - ыйтрĕç вĕсем кашни водительтен. Пурте эрех ĕçсен çула тухманнине палăртрĕç. Ыттисене те çапла тума сĕнчĕç.
Апла пулсассăн пурнăçра пурте çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнасса шанатпăр. Ун чухне инкексем те сахалрах пулĕç.
И.НИКОЛАЕВА
Источник: "Каçал Ен"