Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Северовăн чĕрĕ палăкĕ

14 октября 2015 г.

Венямин Северова Çĕрпỹел тăрăхĕнче пурте питĕ аван пĕлеççĕ. Районта пурăнакансемшĕн те вăл ют мар, ăна чылайăшĕ паллать. "Сад ăсти",- теççĕ.

Веня Аслă Çĕрпỹелĕнче çуралса ỹснĕ. Шкул пĕтерсен стройкăра ĕçленĕ. Ăна инçе çулсем илĕртнĕ. Комсомол путевкипе Коми республикине çул тытнă. Чылай çамрăкпа пĕрле çĕнĕрен çĕнĕ çуртсем, культура çурчĕсемпе ытти объектсем çĕкленĕ.

Кайран каллех тăван тăрăха таврăннă. Вăрнарти совхоз-техникумра вĕреннĕ, колхозра ĕçленĕ.

Ырă пуçару

Çĕрпỹел йĕри-тавра çеçенхир хуçаланать. Тарăн çырма яла икĕ пая уйăрать. "Мĕнле те пулин унăн çулне пỹлмелле, ăна малалла ишĕлме памалла мар",- тесе тăтăшах шухăшланă вăл. Мĕн тумалла? Паллах, çырма хĕррине йывăç ытларах лартмалла. Ял йĕри-тавра та кашласа ларччăр вĕсем, çынсене ешĕл тумĕпе савăнтарччăр, кайăксемшĕн тăван кил, юратнă вырăн пулччăр. Кун пирки вăл колхоз председателĕпе Василий Арсентьевпа та калаçрĕ. Василий Афанасьевич пуçаруллă çамрăкăн шухăшне ырларĕ, ăна пулăшма пулчĕ.

"Эрозие хирĕç кĕрешекен звено йĕркелер, ăна ертсе пыма сана шанатпăр",- терĕ пĕррехинче Веньăна Василий Афанасьевич. Çак кун В.Северовăн пурнăçне тĕпрен улăштарчĕ темелле. Пирваях вĕсем шкул ачисемпе пĕрле тарăн çырма хĕррине йăмрасем лартрĕç. Йывăçсене шăварчĕç, выльăх-чĕрлĕх кăшласран картасем тытрĕç. Венямин Васильевич вĕсене пăхсах тăчĕ. Йывăçсем чĕрĕлсен мĕн тери савăнчĕ. Халĕ кунти лаштра йăмрасем тавралăха илем кỹреççĕ.

Венямин Васильевич тăрăшнипе ялти урамсенче, колхоз правленине каякан çулăн икĕ айккипе тата ытти вырăнта та чылай йывăç лартрĕç.

Тарăн çырма хĕрринчи 2,5 гектар çĕр çинче сад ешерме пуçларĕ. Унта 700 тĕп йывăç лартрĕç. Мĕн кăна çук пулĕ кунта: улмуççисем, груша йывăççисем, хура пилеш... Сад хĕррине икĕ енне лиственница, тепĕр икĕ енне шĕшкĕсем лартрĕç. Вĕсем йывăçсене вăйлă çилтен, хĕллехи шартлама сивĕрен, çĕре типĕтекен хĕрỹ хĕвелтен сыхларĕç. Венямин Васильевич картасене унта-кунта выртса çỹрекен пралуксенчен хăех çыхрĕ, çынсенчен те усă курман пралуксем ыйтса илчĕ.

Ырă сăмах та, усаллине те сахал мар илтрĕ. Тепле пулсан та хăйĕн ĕмĕтне пурнăçларĕ-пурнăçларех. Халĕ кунта питех те селĕм сад кашласа ларать. Пурне те хăйĕн илемĕпе, çимĕçĕпе савăнтарать.

Çакна та каламалла, пур ĕçре те В.Северова Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем пулăшнă. Вĕсем кунта пĕрер-икшер сехет çеç ĕçленĕ пулсан та тухăçлă тăрăшнă. "Пĕччен суран - типсе пырать, ушкăн сурать - кỹлĕ пулать", - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Шкул директорĕ те, вĕрентекенсем те сад ăсти ыйтнине яланах пурнăçлама тăрăшнă. Паллах, мĕнпур йывăр ĕç ытларах хуçи çине тиеннĕ ĕнтĕ. Пуçаруллăскер ырми-канми тăрăшнă - йывăçсене шăварнă, кирлĕ мар туратсене иртнĕ, хĕлле йывăç çумĕнчи юра таптанă, вĕсене шăшисем ан кăшлаччăр тенĕ. Ку ĕçсене арăмĕпе ачисене те явăçтарнă.

Куç тулли илем

"Çитмĕл урлă каçрăн ĕнтĕ, хăвăн вара пĕр канăç та çук, пăрах садна",- пĕрехмай вăрçать ăна мăшăрĕ Лида. Çук, ниепле те ун пек тума пултараймасть арçын. Ара, унăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван тăрăхпа, садпа пĕр тĕвве çыхăннă-çке. Çуркунне мĕн тери илемлĕ кунта - йывăçсем шукăль тум тăхăнаççĕ - шур пĕркенчĕк айне лараççĕ. Таврана ырă шăршă сарăлать. Хурт-хăмăр сĕрлет, пыл пуçтарать. Çак хитрелĕхе мухтаса кайăксем çунат çапса юрлаççĕ.

Кĕркунне сад тутлă та сĕтеклĕ улма-çырлапа савăнтарать. Куç тулли илем!..

Парк хывнă

Пĕр виçĕ çул каялла Венямин Васильевич Хирти Шăхасана каякан çул хĕрринчи пушар хуралĕн çурчĕ çумĕнчи пушă çĕре куç хыврĕ. "Хăйăрлăрах вырăн, кунта хырсем аван çитĕнмелле",- тесе шухăшларĕ. Кун пирки Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г.Г.Ракчеевпа калаçрĕ. "Сирĕнпе веçех килĕшетĕп. Хунавсем илсе килме машина та тупатпăр. Ку ĕçрен шкул ачисем те, эпир те айккинче юлмăпăр",- хавхалансах сăмахларĕ Геннадий Герольдович. Вара хĕрỹ ĕç пуçланчĕ. "Хунавсене тăприпе пĕрлех чавса кăлармалла. Кун пек тусан вĕсем часрах хунаççĕ, çĕнĕ вырăна хăнăхаççĕ. Çавăн пек турăмăр та",- каласа парать сад ăсти.

Халĕ çак сывлăх паркĕнчи хырсем самаях ỹснĕ. Унта-кунта нумай çул ỹсекен хĕрлĕ-кĕрен çеçкисем те пуçĕсене çĕкленĕ. Парк Эльвира ячĕпе хисепленсе тăрать. Хĕрĕ - Северовсен тĕпренчĕкĕ, çемйипе Елчĕк районĕнче пурăнать. Веняминпа Лидиян ывăлĕ Василий Киров поселокĕнче тымар янă. Вĕсем ашшĕн ĕçĕпе мухтанаççĕ, ăна май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Парк 0,25 гектар çĕр йышăнать. Кунта йĕри-тавра тимĕр карта тытнă. Яланхи пекех ăна Венямин Васильевич хăех çыхнă. "Сывлăх паркĕ - Эльвира",- тесе çырнă алăк çумĕнчи хăма çине.

Сăмах май каласан, В.Северовпа хуçалăх ертỹçисем хушшинче хура кушак каçса кайнă вăхăтсем те пулнă. Апла пулин те вĕсем мĕнпур ыйтăва пĕрле татса панă, ырă пуçарăва çул панă.

"Венямин Васильевич пек пуçаруллă çынсем ытларах пулсан мĕн тери аван пулмалла", - тет паян та Геннадий Ракчеев.

Килĕшỹллĕ çемье

Лидăпа Веня Северовсем килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. "Эпĕ çĕрулми пахчинчи пĕр лаптăкра йывăç хунавĕсем ỹстересшĕн, лартасшăн. Эсĕ хирĕç мар-и?" - тесе ыйтнă пĕррехинче арçын мăшăрĕнчен. Хĕрарăм унăн шухăшĕпе килĕшнĕ. Халĕ кунта улмуççи, груша, хура пилеш, палан, хурлăхан татата ытти йывăçсем те çитĕнеççĕ.

Кил хуçи вĕсене пăхсах тăрать. Ытлашшине сутать. Кил хуçи вĕлле хурчĕсем те ĕрчетет. "Нумаях мар вĕсем пирĕн, хамăр валли пыл тумалăх çитет", - тет арçын.

Вĕсен кил-çуртĕнче, картишĕнче те тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланаççĕ.

Çак кунсенче кил хуçи 75 çул тултарать. Çывăх тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем, ял-йыш ăна çак ятпа ăшшăн саламлĕ. Эпир те Венямин Васильевича сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Унăн чĕрĕ палăкĕ - йывăçсем - ял çыннисене тата темиçе теçетке çул хăйсен илемĕпе савăнтартăр.

З.СОЛОВЬЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика