11 июня 2015 г.
Тăлăх ачасене усрава илесси - Европăшăн йĕркеллĕ пулăм, кунта намăсси те, паттăрлăх та çук. Унта ача çурчĕсем пач та çук. Пирĕн патра вара ача çуккисем çеç усрава илеççĕ текен шухăш сарăлнă. Урăхла каласан, усрав ача - "тĕрĕс" меслетпе ашшĕ-амăшĕ пулайманнисемшĕн юлашки çăлăнăç. Çак мифа пула усрав çемьене ыттисенчен катăкрах тесе йышăнакансем те пур.
Усрав çемье Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпỹел ялĕнче те пур. Осиповсем ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ. Иван Алексеевич пĕрлешỹллĕ хуçалăхра инженер-электрикра ĕçленĕ, Раиса Васильевна йăла çуртĕнче çĕвĕç пулнă. Халĕ иккĕшĕ те пенсире, килти хуçалăхра тăрмашаççĕ.
Вĕсем пилĕк ача çуратнă, пурте çитĕннĕ ĕнтĕ. Аслă хĕрĕ Анна - менеджер, мăшăрĕпе икĕ ывăл ỹстереççĕ. Алинăн - виçĕ хĕр, вăл уйрăм предприниматель. Алексей Мускавра ĕçлет. Аринăпа Анастасия та мăшăрлă, вĕсен пĕрер ывăл çитĕнет.
Хĕрĕсемпе ывăлĕ килтен саланса пĕтсен Осиповсене тем çитмен пек туйăннă. Мăшăр ача усрама илме шут тытнă. 2009 çулта вĕсене район администрацийĕн опекăпа попечителлĕх органĕсем "Чуварлейский бор" ача-пăча санаторине кайса пăхма сĕннĕ. Улатăрти приютра вĕсене виççĕри пĕр хĕрача иленнĕ, вăл Раиса Васильевнăна "манăн анне" тенĕ. Çак хĕрачана курсан хĕрарăмăн та тỹрех амăш туйăмĕ вăраннă. Унăн çичĕ уйăхри йăмăкĕ те пур иккен. Пĕртăвансене уйăрас мар тесе йышăннă.
Çав çулхи октябрьтех Осиповсем хĕрачасене килне илсе килнĕ. Ун чухне асли аран-аран калаçнă, кĕçĕнни вара аллергипе асапланнă. Усрав ашшĕ-амăшĕ ачасем валли мĕнпур условие туса панă. Хĕрпĕрчисене сыватас тесе качака тытма пуçланă, унăн сĕчĕпе кĕçĕннин, Янăн, аллергийĕ иртнĕ. Пысăк хуçалăхра икĕ ĕне, пăрусем, чăх-чĕппе хур-кăвакал та усраççĕ.
Раиса Васильевна ачасене хуçалăхри ĕçсене тума хăнăхтарать. Пĕчĕк хĕрсем кухньăра пулăшаççĕ, асли тирĕк-чашăк çăвать, кĕçĕнни вĕсене типĕтсе тăрать. Амăшĕпе пĕрле урай çăваççĕ, чечексене шăвараççĕ, чăхсемпе хурсене пăхаççĕ. Кил хуçи арăмĕн алли ылтăн: тĕрлет, çĕлет, усрав ачисене те çав ăсталăха хăнăхтарать. Ачасем валли чăваш кĕпи-саппунне çĕлесе панă.
Осиповсен çемйинче хĕрачасем ашшĕпе амăшне çеç мар, пиччĕшне, аппăшĕсене те тупнă. Халь Юлиана иккĕмĕш класс пĕтернĕ, Яна вара кăçал пуçласа шкул сакки хушшине ларĕ.
Çул çитмен икĕ ача опекунĕ Раиса Васильевна хăйĕн тивĕçĕсене питĕ яваплăн пурнăçласа пырать: отчетсене вăхăтра тăвать, кил-çуртра яланах таса, ачисем тирпейлĕ çỹреççĕ. Осиповсем сывă пурнăç йĕркипе пурăнаççĕ, пĕчĕк хĕрсем те вĕсенчен тĕслĕх илсе ỹсеççĕ.
Çакăн пек маттур çемьешĕн савăнас вырăнне 2013 çулта кỹршисем ачасен прависене хỹтĕлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăй патне усрав ачасене япăх пăхаççĕ, тĕрĕс воспитани памаççĕ тесе çăхав янă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе çав çулхи май уйăхĕнче ялта пурăнакансен пухăвне ирттернĕ. Тĕрлĕ организацисен, право, опекăпа попечителлĕх органĕсен, ача сачĕн яваплă специалисчĕсем те хутшăннă унта, сỹтсе явнă, çăхав тĕрĕс мар пулнине çирĕплетнĕ.
Кашни ачан ĕмĕчĕ - тулли çемьере ỹсесси - пурнăçланмалла, пĕчĕк çынсен шăпине хуçмалла мар. Çакна Осиповсен çемйи тепĕр хут çирĕплетсе панă. Усрав ачасене хỹтлĕх парса вĕсем сăваплă ĕç тăваççĕ, çĕршывăн пĕчĕк гражданинĕсем тивĕçлĕ условисенче ỹсеççĕ. Патшалăх тивĕçĕ вара - çакăн пек çемьесене пулăшасси.
Источник: "Каçал Ен"